Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йышăнура - пирĕн район çынни

01 июня 2016 г.

"Единая Россия" парти председателĕн Д.А.Медведевăн регионти обществăлла йышăну пỹлĕ-мĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Республикăра пурăнакансен актуаллă проблемисене сỹтсе явнă чухне обществăлла йышăну пỹлĕмĕн ертỹçи Николай Николаев та хутшăннă.

Шупашкар хулинче пурăнакан Г.Ефремов Пролетарская урамри 27-мĕш номерлĕ çуртăн картишĕпе подъезда кĕрекен çулĕсене йĕркелес, Çĕрпỹрен килнĕ О.Кузьмина "Южный-1" района газпа тивĕçтерес, Пăрачкав районĕнчи "Заветы Ильича" ЯХПК механизаторĕ С.Лоскутов пурăнмалли çурт-йĕр тума субсиди илес ыйтусене хускатнă йышăнура.

Тăвай районĕнчи Евгений Дмитриев Республика Пуçлăхне Элпуç ялĕнчен килнине пĕлтернĕ. Район центрне ĕçе çỹрет вăл куллен. Е.Дмитриев Тăвай енре тунă ĕç-семшĕн, "Радуга" ясли-сад туса лартнăшăн, çитĕнекен ăрушăн тăрăшнăшăн Михаил Васильевича тав тунă. Тăвай ялĕнчен пуçласа Элпуçне çити каякан асфальтлă çула хăçан тĕпрен юсассипе кăсăкланă Е.Дмитриев. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке пĕлтернĕ тăрăх "Аниш-Нюшкасси" маршрутлă, 11,13 çухрăма тăсăлакан автомобиль çулĕн 80 проценчĕ юрăхсăра тухнă. Ăна юсама 40 миллион тенкĕ кирлĕ пулать. Кăçал асăннă çула юсама 3 миллион та 700 пин тенкĕ уйăраççĕ. Район администрацийĕ асăннă ĕçсене пурнăçлакан коллектива çирĕплетекен конкурс йĕркелет.

А.ИВАНОВА.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика