Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телейлĕ çул сире, выпускниксем

24 мая 2016 г.

Телейлĕ çул сире, выпускниксем

"Юлашки шăнкăрав" - çамрăксем вăтам шкултан вĕренсе тухнине, ачалăхпа сывпуллашса пурнăçăн тепĕр тапхăрне куçнине симвăллакан уяв. Ĕнер пирĕн районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенчи вунпĕрмĕшсемпе (87 вĕренекен) тăххăрмĕшсемшĕн (147 вĕренекен) юлашки шăнкăрав янăрарĕ.

Юлашки шăнкăрав... Янăравлă, уçă, йыхравлă илтĕнет вăл. Савăнăçлă тата тунсăхлă туйăмсем хускатать çамрăк чунсенче. Умра _ интереслĕ тата тĕрлĕ кăсăк ĕçсемпе пуян пурнăç! Хыçра _ ачалăх. Шкулта еплерех телейлĕ тата хаваслă пулнă вăл. Пĕрремĕш вĕрентекен, пĕрремĕш паллăсем, çĕнтерỹсемпе парăнусем тата ытти те.

Вĕренсе пĕтернĕ ятпа выпускниксене район администрацийĕн представителĕсем, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ, пĕрремĕшсем саламланă. Вунпĕрмĕшсем хăйсене вăтам пĕлỹ илме пулăшнăшăн педагогсене, çывăх çыннисене, юлташĕсене тав тунă.

Тĕмер ял тăрăхĕнчи вăтам шкултан кăçал 14 выпускник (9 тата 11 классем) вĕренсе тухать. "Ăнăçу сунатăп çывхаракан экзаменсенче, лайăх професси суйласа илĕр, умри çулăр такăр пултăр", - тесе ырă сунчĕç çамрăксене шкул директорĕ А.Николаева, Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Иванов, район администрацийĕпе вĕрентỹ пайĕн представителĕсем С.Ширяевпа А.Иванова, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ.

Шурă бантиклĕ хĕрсемпе хура костюмлă каччăсем уйрăлу вальсĕ çаврăнчĕç. Выпускниксен тĕллевĕсене, ĕнерхи шкул ачисен ĕмĕчĕсене çỹлтен-çỹлелле илсе кайрĕç кĕçех çамрăксем пĕлĕтелле янă шарсем.

Тăвай. Выпускниксен шкулпа сывпуллашмалли вăхăт çитрĕ. Тепĕр уяв вĕçленет, ку - пурнăçăн паллă тапхăрĕпе сывпуллашса интереслĕ пуласлăхпа тĕл пулни. Шкултан вĕренсе тухнă самант кашни çын асĕнче яланлăхах юлать. Шкул çулĕсем чи лайăх вăхăт шутланаççĕ. "Юлашки шăнкăрав" - хыçа юлакан ачалăхăн уявĕ. Ĕнер Тăвайри вăтам шкулта та юлашки шăнкăрав янăрарĕ, малашлăха шанчăк çулĕ уçрĕ вăл.

Шкул директорĕ В.Кириллова пухăннисене асăннă уявпа саламларĕ. Выпускниксене пурнăç çулĕнче ăнăçу сунчĕ Вера Михайловна.

Кăçал 26 каччăпа хĕр шкулпа сывпуллашать.

"Ылтăн шăнкăрав" сертификата Ю.Кайсарова, Н.Сергеева, Д.Семина, Н.Паранина, К.Морякова, П.Кайсаров, С.Иванов, Д.Васильев, П.Гурьев, М.Степанов тивĕçлĕ пулчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов хĕрсемпе каччăсене çывхаракан экзаменсенче ăнăçу сунчĕ, уявпа саламларĕ. Кăçалхи выпускниксемпе пĕрле савăнма район пуçлăхĕ Александр Шакин, Тăвай ял тăрăхĕн, надзор ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕсем Николай Васильевпа Владимир Михайлов, "Аль" спорткомплекс директорĕ Анатолий Кириллов килнĕ район центрĕнчи шкула. Хĕрсемпе каччăсем шкулпа сывпуллашнине сăнлакан интереслĕ сценари хатĕрленĕ, вĕрентекенĕсене, тăванĕсене тав турĕç çамрăксем. Ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе социаллă пулăшу паракан центр директорĕ А.Степанов тухса калаçрĕ. Вунпĕрмĕшсен класс ертỹçине Л.Самсонована алă çупса тав турĕç пухăннисем ăшă сăмахĕсемшĕн. Пуçламăш классен вĕрентекенне Н.Васильевана та тимлĕ итлерĕç.

Юлашки шăнкăрав пама кăçал пĕрремĕш класра пĕлỹ пухакан Петр Ерастовпа Дарья Новикова тата Степан Алексеевпа Михаил Степанов выпускниксем тивĕçлĕ пулчĕç.

А.ИВАНОВА.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика