Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕри - пуриншĕн, пурте - пĕриншĕн

20 мая 2016 г.

Çитĕнекен ăрăва çарпа патриотизмла воспитани парас тĕллевпе пуçарнă «Зарница» тата «Орленок» вăййисен историйĕ социализм вăй илнĕ тапхăртах тытăнать. Тĕлĕнмелле те, çав вăхăтра сарăлнă чылай юхăм пек пĕтсе ларман вăл. Акă кăçал та Мăн Вылă шкулĕн бази çинче иртекен вăйăсене 13 вĕренÿ учрежденийĕнчен 20 команда пуçтарăнчĕ.

Çамрăк армеецсен 48-мĕш (XLVIII) «Зарницăпа» «Орленок» вăййисене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чă- вашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов, Мăн Вылă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Иванов, Ураскилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Олег Данилов, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Гурий Терентьев, Чăваш Республикин Çар ĕç комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсен пай начальникĕ Владимир Казаков уçрĕç.

Элĕк тата Питĕшкасси вăтам шкулĕн çамрăк армеецĕсем пĕлтĕр çĕнтерÿçĕсем пулса тăнăччĕ. Надежда Антоновăпа Ирина Романова командирсем Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин гимнĕсемпе ялавсем çĕклерĕç. Çамрăк армеецсен вăййисем - ушкăнпа тупăшмалли ăмăртусем. Хамăра тĕрĕслесси, пĕрне-пĕри йывăрлăхра пулăшасси шăпах çак вăйăсенчен пуçланать.

Виçĕ куна тăсăлнă вăйăсенче кашниех мала тухассишĕн ăнтăлчĕ. Сăмахран, стройпа утассинче «Зарница» ушкăнра Юнтапа шкулĕн хастарĕсем, «Орленок» ушкăнра вара Элĕк шкулĕн маттурĕсене çитекенни пулмарĕ. «Çарпа истори викторини» те хăйне май интереслĕ иртрĕ. Ку хутĕнче те «Орленок» ушкăнра Элĕк шкулĕ мала тухрĕ, «Зарница» ушкăнра Питĕшкасси шкулĕ çĕнтерчĕ. 100 метра хăвăрт чупассипе Питĕшкасси («Зарница») тата Ураскилт шкулĕн («Орленок») çамрăк армеецĕсем пуринчен мала çитрĕç. Шĕмшеш («Зарница») тата Мăн Ямаш («Орленок») шкулĕсен армеецĕсем 1000 метра парăнтарса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕç.

Спортпа çар вăййисем пурне те хаваслăх кÿчĕç. Çамрăксем автомата пăсса пуçтарассипе, пневматика пăшалĕнчен перессипе ăмăртрĕç, ÿт-пÿ пиçĕлĕхне, ăс-тăн пултарулăхне кăтартрĕç, вăй гимнастикинче те маттур пулчĕç. Пĕри - пуриншĕн, пурте - пĕриншĕн. Кăçал вĕсен нумай конкурс витĕр тухма тиврĕ.

«Зарницăпа» «Орленокăн» тĕп тĕллевĕ чи вăйлă, чи маттур ушкăна палăртасси кăна мар, унăн тивĕçĕ ачасене спортпа туслаштарасси, пĕлÿ шайне ÿстерме, туслăха упрама хăнăхтарасси пулнине палăртрĕç физкультура вĕрентекенĕсем. Виçĕ куна тăсăлнă ăмăртусенче шкул ачисен ывăнни сисĕнмерĕ. Вĕсем хавхаланупа, хастарлăхпа кашни тĕрĕслев витĕр тухрĕç. Пĕтĕм йывăрлăха хыçа хăварса мала тухнисене палăртма та кăмăллă. «Зарница» ушкăнра çитĕнÿ картлашки çине çак шкулсем хăпарчĕç: «Зарница» ушкăнра вара Элĕк вăтам шкулĕн команди пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ, Юнтапа тата Тени шкулĕн командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. «Орленок» ушкăнра элĕксем çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç. Ураскилт вăтам шкулĕн команди иккĕмĕш, Мăн Ямаш шкулĕн хастарĕсем виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕ командăсем район чысне республика шайĕнче хÿтĕлĕç.                                                                                                                   

В. СИВВИ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429242, Аликовский район, с. Большая Выла, ул. Калинина, д. 1
Телефон: 8(83535) 51-2-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика