Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алена АРШИНОВА: "Çынсемшĕн усăллă пулмалла"

19 мая 2016 г.

Алена АРШИНОВА: "Çынсемшĕн усăллă пулмалла"

 

Кам-ха вăл Алена Аршинова? Ку ыйту чăваш суйлавçисемшĕн пĕлмен япала мар. Республикăра пурăнакансем Алена Игоревна Аршинова çĕршывăн саккунсем кăларакан тĕп органĕнче ку таранччен депутатра пулнă тапхăрта Чăваш Еншĕн тăрăшса тунă ĕçĕсене, унăн ытти ĕçне-хĕлне, пахалăх енĕсене тивĕçлипе хаклама пултарнă. Алена Аршинова "Ача сачĕсем - ачасене" федераллă парти проектне ертсе пырать, Патшалăх Думин вĕрентỹ комитечĕ çумĕнчи шкулчченхи вĕренỹ енĕпе тимлекен Экспертсен канашĕн ĕçне йĕркелет тата çавăн пекех студентсене, преподавательсене çивĕч ыйтусене татса пама пулăшать.

Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, Патшалăх Думин депутачĕсем хăйсен тивĕçĕсене пурте пĕрешкел яваплăхпа туса пымаççĕ. Хăшĕ-пĕри ларусен залне çỹреме те васкамасть. А.Аршинова вара кунашкал çăмăл пурнăçа хăнăхман. "Манран нумайăшĕ виçесĕр ĕç ритмĕпе, хăвăрт, талăкĕпе тенĕ пек ĕçлени сана мĕн тума кирлĕ-ха,- тесе ыйтаççĕ. Анчах эпĕ тахçантанпах çавăн пек ĕçлесе пурăнатăп, çынсене усă кỹнишĕн хĕпĕртетĕп".

Çакăн пек ĕçсен кăтартăвĕсем куç умĕнче. А.Аршинована Чăваш Ен валли ача сачĕсем тума тата реконструкцилесе çĕнетме федераци бюджетĕнчен 1,6 млрд. тенкĕ ытла явăçтарма май килнĕ. Асăннă укçа-тенкĕпе республикăра 33 çĕнĕ ача сачĕ туса ĕçе кĕртнĕ. Çавна май Чăваш Енри 12 пин ытла ача садиксенче вырăн тупнă, вĕсен ашшĕ-амăшĕ ирĕклĕн сывласа янă.

Сăмах майăн каласан, 2013 çултах Аршинова ача сачĕсем тума тата реконструкци туса çĕнетме уйăракан субсидисен виçине расчет тумалли методикăна улăштарассипе пуçару тунă. Çакăн хыççăн методикăна тĕрĕс тунине пула Чăваш Ен ку тĕллевпе малтан палăртнинчен нумайрах укçа-тенкĕ илнĕ. Çапла, малтанхи вариантпа республикăн 2013 çулта 480 млн. тенкĕ илмелле пулнă пулсан, чăннипе вара 614 млн. тенкĕ илнĕ.

"Хăш-пĕр регионсенче ача сачĕшĕн тỹлессине çав тери хăпартса янипе тĕл пултăмăр. Вĕрентỹ комитечĕн шутĕнчен эпир тỹлев расчечĕн уçăмлă методикине кĕртрĕмĕр. Халĕ ашшĕ-амăшĕ тỹлекен виçе апатланма тухакан тата хуçалăхпа йăла нушисен тăкакĕсенчен кăна тăрать. Ача сачĕсене те кỹрентермен - вĕсен халĕ тупăш çине хуракан налукăн 0 процентлă ставкипе усă курма право пур. Унсăр пуçне эпĕ РФ налук Кодексне ашшĕ-амăшĕн тỹлевне НДСран хăтармалли улшăнусем кĕртессине пуçартăм. Ача сачĕсем Раççей çемйисемшĕн уçă пулмалла", - палăртать А.Аршинова.

Анчах А.Аршинова ĕçĕ-хĕлĕ ача сачĕсемпе кăна чикĕленмест. Студентсем общежитире пурăннăшăн тỹлессине сăлтавламасăр, нимĕнпе çирĕплетмесĕр ỹстерсе пынипе те ăнăçлă кĕрешет Алена Игоревна. РФ Патшалăх Думин Комитечĕн председателĕн заместительне татса пама тивекен проблемăсемпе ыйтусем татах та нумай.

Аршинова Чăваш Енри ялти шкулсен спортзалĕсене юсассине тата реконструкци туса çĕнетессине программăна виçĕ хутчен кĕртессишĕн хăйĕнчен килнине пĕтĕмпех тунă. Çапла майпа республикăра ку вăхăт тĕлне 72 шкулти спортзала çĕнетнĕ, çулталăк вĕçлениччен тата 24 спортзала реконструкци тăваççĕ.

Унсăр пуçне Чăваш Енрен суйланнă А.Аршинова депутата çар ĕçĕсен ветеранĕсем тата çавăн пекех ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасемпе тăлăх ачасем аслă шкулсене вĕренме кĕмелли çăмăллăхсене упраса хăварма та май килнĕ.

Ача сачĕсене модернизацилемелли программа вĕçленсе ĕлкĕреймерĕ, шкулсем тумалли тата реконструкци туса çĕнетмелли программа старт илчĕ. Апла пулсан çакна валли уйăракан укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курнине тĕрĕслесе тăма тивет. Программăна "Единая Россия" парти пуçарнă тата ăна Дмитрий Медведев премьер-министр ырласа йышăннă. Асăннă программăпа кăçал Чăваш Республики шкулсем тума тата реконструкцилеме 583 млн. тенкĕ ытла илет. Ку укçа-тенкĕпе икĕ çĕнĕ шкул тума тата тăватă шкула реконструкци туса çĕнетме пăхнă.

Алена Аршинова çĕнĕ программа пулăшăвĕпе Чăваш Енри шкулсем çĕнелсе ку чухнехи требованисене тивĕçтермелле пуласса шанса тăрать. Алена Игоревна вара хăйĕн сăмахĕсемшĕн яланах яваплă пулма хăнăхнă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика