Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улăпсем çинчен вĕренеççĕ

13 мая 2016 г.

Шкул ачисене хамăрăн халăхăн кун-çулĕ çинчен тарăннăн вĕрентмеллине шута илсе Чăваш республикинчи вĕренÿ институчĕ «Чăваш Ен - Улăп çĕрĕ» конкурс ирттернĕ. Кунта сĕннĕ темăпа педагогсем класс тулашĕнчи мероприятисен сценарйĕсене хатĕрлесе тăратнă. Пĕтĕмпе Чăваш Енрен тата Тутар Республикинчен 60 ытла ĕç пуçтарăнни паллă пулчĕ. Иртнĕ эрнере вĕренÿ институтĕнче çĕнтерÿçĕсене савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç. Вĕсен йышĕнче Элĕкри вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен Любовь Андреева та пулчĕ. Ентешĕмĕр 2-мĕш классем валли сценари çырса 1-мĕш вырăн йышăннă. Çитес вăхăтра Любовь Михайловна пулăшнипе иккĕмĕшсем Улăп çинчен тата та нумайрах пĕлĕç.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика