Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Пĕр-пĕрне пулăшса пырсан

05 мая 2016 г.

Пĕр-пĕрне пулăшса пырсан

Çемье çирёп пуласси чи малтанах пĕр-пĕрне хисепленинчен, ăнланнинчен, пулăшнинчен, пĕр-пĕрин валли лайăххине тăвас туртăмран пуçланать.

Туслă çемьесенче вара пурин паллă кунĕсем те пĕлтерĕшлĕ, сăмахран, юби- лейсем. Арăмĕпе упăшки те çак кунсене кашнинчех пĕр çулта паллă тăваççё пул- сан вара тата аванрах. Муркашра пурăнакан Киселевсен çемйинче ку шăпах çапла. Шăп паян Вячеслав Федорович хăйĕн юбилейне паллă тăвать, маларах, апрелĕн 13-мĕшĕнче, унăн мăшăрĕ Нина Евстафьевна хăйĕн юбилейне паллă турĕ.

Киселевсене районта лайăх пĕлеççĕ. Вячеслав Федорович - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, йĕлтĕр спортне, çăмăл атлетикăна аталантарассишĕн нумай вăй хурать. Вăл чăнах та пысăк шайри ăста, 37 çул ĕçлесе самай пуян опыт пухнă. Унăн воспитанникĕсем спортра палăрăмлă утăмсем тунă. Тĕнчипе паллă Татьяна Моисеевăна пысăк спорта тухма малтанхи утăмсене тума шăпах Вячеслав Федорович пулăшнă. Татьяна - биатлон енĕпе Раççей спорт мастерĕ, икĕ хутчен тĕнче чемпионĕ, Раççейре те темиçе хутах çĕнтернĕ, хĕллехи биатлон енĕпе тĕнче кубокĕн 2007 çулхи кĕмĕл призерĕ.

Вячеслав Федорович ĕçсĕр ларма хăнăхман, ачасемпе чуна парса тимлет. Кăçал акă унăн тепĕр воспитанникĕ Лилия Степанова çăмăл атлетикăра спорт мастерĕн нормативне пурнăçлама пултарчĕ. Ǎста тренер вара ачасенчен лайăх спортсмен ÿстернипе пĕрлех вĕсене çын пулма пулăшмалла тет. Çавăнпах вăл хăйĕн çунатти айĕнчен вĕçсе тухса кайнисене вĕренÿре те, спортран кайнă хыççăн та пулăшмасăр тăмасть. Тренерăн воспитатель те пулмаллине капать вăл.

Тренер карьери ăнăçлă пулнăшăн Вячеслав Федорович мăшăрне тав сăмахĕ капать. Унăн ăнланулăхĕ пулман пулсан, чылай йывăрлăхпа тĕл пулма тивĕччĕ тет. Нина Евстафьевнăн ĕç биографийĕ хăйĕн те пуян - 36 çул. Муркашри ĕçтав- комра машинистка должноçĕнчен ĕçлеме пуçланă, Муркаш сельсоветĕнче делопроизводство ертсе пынă, район администрацийĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тата йĕркелÿпе кадрсен ĕçĕн пайĕнче специалистра вăй хунă. Кирек хăш вырăнта пулсан та, вăл яланах тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнă, пуçаруллă та активлă пулнă. Нина Евстафьевна, тивĕçлĕ канура пулин те, общество ĕçĕнче активлă. Хальхи вăхăтра вăл Муркаш ял тăрăхĕн депутачĕ.

Киселевсем пĕр-пĕрне шайлаштарса тăракан мăшăр: шанчăклă упăшка, пысăк вăй-халлă арăм. Шайлашу, çемьере лăпкăлăхпа ăнланулăх хуçаланни вĕсене пурнăç тăршшĕпе пулăшса пырать те ĕнтĕ. Çемьери хаклăхсене вара Киселевсем ĕçченлĕхре, тимлĕхре, йĕркелĕхре тата сăпайлăхра кураççё.

Нина Евстафьевнăпа Вячеслав Федорович ачасене тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕ, халĕ юратнă мăнукĕсене пăхма та вăй çитереççĕ. Хăйсен юбилейĕсене вĕсем иккĕшĕ те ĕçпе, ырă сывлăхпа кĕтсе илни паха. Вĕсен çемйинчи ырăлăх, иксĕлми вăй-хал нумайлăха пытăр.

 

Н.Николаева

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика