Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕçĕ яланах пирĕн чĕресенче упранĕ

27 апреля 2016 г.

Ырă ĕçĕ яланах пирĕн чĕресенче упранĕ

Вăхăт пĕр вĕçĕмсĕр малалла шăвать, ĕмĕр хыççăн ĕмĕр, çул хыççăн çул иртет, анчах ырă çынсем халăхшăн тунă пархатарлă ĕçĕсем яланах пирĕн асăмра, пирĕн чĕресенче. 

2016 çула Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртнă. Апла ĕç çыннисене мухтаса, вĕсен вилĕмсĕр ырă ятне яланах асра тытса, çамрăк ăрăва вĕсем çинчен тарăнрах та тĕплĕнрех каласа пани пуриншĕн те ырă тĕслĕх вырăнне пултăр. Çакна асра тытса Чупай ялĕнчи культура çуртĕнче И.Григорьев çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа «Чĕресенче те, асра та...» асăну каçĕ иртрĕ. 
Хăй вăхăтĕнче Иван Григорьевич Григорьев çав тери пултаруллă организатор пулнă. Мĕн пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕскер 34 çул хушши «Дружба» колхоза ăнăçлă ертсе пырать, малтан чи кайрисен шутĕнче пулнă колхоз çулсем иртсен миллионер ята илет. Асăннă колхоз ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнă, мĕншĕн тесен çĕршыври ытти регионсенчен, тăван республикăран, районсенчен ялхуçалăх отраслĕнчи специалистсем вĕсен ĕçри пуян опычĕпе тăтăшах паллашма çÿренĕ. Хăйне вăл яланах халăхшăн, çутă пуласлăхшăн, ял инфратытăмне аталантарассишĕн тăрăшнинче курнă. Ĕçне кура - хисепĕ, теççĕ. Ĕçри ÿсĕмсемшĕн вăл Ленин, Октябрьти революци тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçнĕ. Пĕтĕмĕшпе унăн 35 награда. Акă, И.Григорьев ĕçленĕ хушăра 207 колхоз ĕçченĕ Правительство наградисене илме тивĕçнĕ пулнă. Унăн ентешĕсене - К.Николаева, В.Григорьевăна, М.Кириллова, М.Николаевăна, Е.Матвеевăна, Р.Шашковăна, М.Филипповăна тата В.Сидоровăна Ленин орденĕпе чысланă. Кун çинчен вырăнти культура ĕçченĕсем хатĕрленĕ «Чупай ялĕ çийĕн чарлансем вĕçеççĕ» документаллă фильмран та тĕплĕн пĕлтĕмĕр, «Çын ĕçпе илемлĕ» куравра та çакна асăрхарăмăр. Асăну каçĕнче Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Андреев, район администрацийĕн ялхуçалăх управленийĕн тата экологи пайĕн пуçлăхĕ Н.Николаев, районти тавра пĕлÿ музейĕн директорĕ В.Цыфаркин, Иван Григорьевичăн ывăлĕсем тата мăнукĕсем, унăн ырă ĕçне малалла тăсакансем, ăна ялан асра тытакансем чунтан тухакан нумай ăшă сăмаха ун ячĕпе, унăн амăшĕ тата мăшăрĕ ячĕсемпе аса илсе каларĕç. Художествăлла пултарулăх коллективĕ те вăл вăхăтри юрăсене çав тери илемлĕ, ĕнентерÿллĕ шăрантарчĕ, уйрăмах манăн Н.Михайлов «Эп чăваш ачи», С.Петрова «Мĕн-ши вăл телей;» сăвăсене хăйне евĕр интонаципе калани итлекенсене тыткăнланине палăртса хăварас килет. 
Асаилÿ каçĕ пурин чĕрисенче те çĕкленÿлĕх, мăнаçлăх туйăмĕсене çуратрĕ. 
Хальхи тата пулас ăрусене Тăван çĕршывшăн, тавралăхшăн, халăхшăн тăрăшмаллине, ĕçлемеллине астутарать. 

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика