Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Н.Малов - Вăрмар районĕнче

27 апреля 2016 г.

«Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Н.Малов - Вăрмар районĕнче

Апрелĕн 23-мĕшĕнче «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Н.Малов Вăрмар тăрăхĕнче ĕçлĕ çулçÿревпе пулнă май  чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе А.Тихоновпа тĕл пулнă. Александр Иванович районăн экономика аталанăвĕпе тата социаллă пурнăçĕпе паллаштарнă. Унтан вĕсем Чупай тата Энĕшпуç  ял тăрăхĕсене çитсе килнĕ. 

Чупай ял тăрăхĕ. Çак ялти Культура çуртне паян шкул ачисем, çамрăксем, аслă ăрурисем чылаййăн пухăнчĕç. Сăлтавĕ те пур. Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ, Афган вăрçинче пуçне хунă Александр Николаевич Линга интернационалист-воина асăнса тата Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 71 çул çитнине халалласа Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул XXII-мĕш хут кросс енĕпе мала тухассишĕн уçă ăмăртусем ирттерет. Çак ятпах ялти Культура çуртĕнче митинг иртрĕ. Унта «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Н.Малов, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов, Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Андреев, Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ А.Димитриев, Афганистан вăрçин çулăмĕ витĕр тухнă интернационалист-воинсем хутшăнчĕç. 
Митинга Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул вĕренекенĕсем уçрĕç, А.Линга биографийĕпе кĕскен паллаштарчĕç. 
Александр Николаевич Линга 1966 çулхи июлĕн 4-мĕшĕнче Чупай ялĕнче çуралнă. Çак ялти вăтам шкулта вĕреннĕ. Спортпа питĕ туслă пулнă вăл. Уйрăмах çăмăл атлетика енĕпе ирттерекен район, республика шайĕнчи ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă. 1983 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти «Промприбор» завода ĕçлеме кĕнĕ. Унтанах ăна 1984 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнче хĕсмете илеççĕ. Çарта вăл десантник пулать. Кĕçех вĕсен чаçне Афганистана яраççĕ. 1986 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче А.Линга разведкăна кайсан вилет. Тăван çĕршыв умĕнчи паттăрлăхшăн А.Лингана Хĕрлĕ çăлтăр орденĕпе тата «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăлаççĕ. А.Линга çуралса ÿснĕ урама ун ятне панă, шкулти музейра та ятарласа салтака халалланă стенд йĕркеленĕ. Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ А.Димитриев А.Линга паттăра асăнса шăплăх минучĕ пĕлтерчĕ. Унтан шкул ачисемпе интернационалист-воинсем вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксене асăнса чечек кăшăлĕсемпе чĕрĕ чечексем хучĕç.
«Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Н.Малов сăмах илчĕ. Вăл воин-интернационалист А.Лингана чыслани пирĕн пысăк тивĕç пулнине палăртрĕ. «Вăрçă ахрăмĕ çулсеренех хыçран-хыçа юлса пырать пулин те, историнче тарăн йĕр хăварса, унăн страницисенче палăрса юлать. Эпир Çĕнтерÿçĕ-салтаксене, ĕмĕрлĕхе куçĕсене хупнисене аса илни эпир вĕсене манманнине, вĕсемпе чăннипех те мухтаннине пĕлтерет. Сирĕн ял тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, паттăрлăхпа палăрнă А.Лингапа чăннипех те мухтанатпăр та, мăнаçланатпăр та. Йывăр аманса пурнăçран уйрăлать. Унăн паттăрлăхĕ çамрăк ăрушăн чăннипех те ырă тĕслĕх пулса тăрать. Вăл пирĕнпе пĕрле мар пулин те, унăн ячĕ кашнин чĕринче ĕмĕрлĕхех асăмра. Тăван çĕршывăн пуласлăхĕшĕн, пирĕн пуласлăхшăн юн тăкнă, чăтнă-тÿснĕ салтаксене чыс та мухтав!» - терĕ Николай Владимирович хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе. 
Обществăлла ĕçре палăрнăшăн, çамрăк ăрăва вĕрентÿпе воспитани парас ĕçе пысăк активлăхпа туса пынăшăн А.Ноздрин, О.Мефодьев, Г.Исаев, Л.Яковлева вĕрентекенсем, Чупай ял тăрăхĕн тĕп специалист-эксперчĕ Н.Семенова, Ю.Тимофеев, А.Никифоров, В.Паденьков тата ытти пултаруллă çынсем Николай Владимирович Маловран «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç. 
А.Линга паттăр салтакпа пĕрле хĕсметре тăнă И.Балдакин интернационалист-воинсен ячĕпе Чупай шкулĕнчи тавра пĕлÿ музейĕ валли асăнмалăх парне пачĕ. А.Линган шăллĕ Сергей митинга килнисене пурне те тав турĕ, пиччĕшĕн паттăрлăхне ĕмĕрех асра тытнине пĕлтерчĕ. 
Унтан ăмăртусем пуçланчĕç. Ăмăртăва шкул çулне çитмен ачасенчен пуçласа аслă ăрурисем таранах пурĕ 300 яхăн çын хутшăнчĕ. Çумăрлă çанталăк та вĕсене чăрмантармарĕ. Чи пултаруллисемпе маттуррисене Хисеп хучĕсемпе парнесем парса чысларĕç. Ĕçлĕ çулçÿрев малалла Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕн тăлăх арăмĕ, тыл ĕçченĕ М.Михайлова патне пулчĕ. Н.Малов унăн кун-çулĕ пирки ыйтса пĕлнĕ хыççăн ăна çывхарса килекен Çĕнтерÿ кунĕпе саламларĕ, çирĕп сывлăх сунчĕ. 
Энĕшпуç ялĕ. Энĕшпуç ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула «Единая Россия» партин Чăваш Енри регион уйрăмĕн руководителĕ Н.Малов, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов çитсе курчĕç. Вĕсене Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов, вĕрентекенсем кĕтсе илчĕç. 
О.Иванов килнĕ хăнасене, кунти педагогсене ырă кун сунчĕ. Унтан райадминистраци пуçлăхне А.Тихонова сăмах пачĕ. Александр Иванович Энĕшпуç ял тăрăхĕнче пурăнакансем тĕрлĕ шайри мероприятисене яланах активлă хутшăннине палăртрĕ. Унтан «Единая Россия» партин Чăваш Енри регион уйрăмĕн руководителĕ Н.Малов сăмах каларĕ. Чăн малтанах Николай Владимирович вĕрентекенсен ĕçĕ сумлă та пархатарлă пулнине асăнчĕ, мĕншĕн тесен çитĕнекен ăрăва паян тĕрĕс çул çине тăратма пулăшни ыранхи пурнăçшăн, çĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ. Çавна май «Единая Россия» партин Чăваш Енри регион уйрăмĕн ячĕпе çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани панăшăн тата обществăпа политика пурнăçне активлă хутшăннăшăн кунти педагогсене О.Васильевăпа И.Григорьевăна Тав çырăвĕпе чыслани те çакнах çирĕплетет. Унтан Н.Малов хăйĕн автобиографийĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Етĕрне çынни вăл. Чăваш çыннин ĕç-хĕлне, унăн кулленхи пурнăçне тĕпĕ-йĕрĕпех пĕлет. Пултаруллă организатор.
«Манăн тĕп тĕллев - ял çыннине пур енлĕн пулăшасси. «АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçлассипе пирĕн республикăра курăмлă ĕçсем туса пыраççĕ. Нумаях пулмасть Саратов хулинче иртнĕ «Единая Россия» партин «Раççейĕн паянхи ялĕ» тематика форумĕнче РФ премьер-министрĕ Д.Медведев агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕн çул-йĕрне, ялти халăха ĕçпе тивĕçтерессипе, сывлăх сыхлавĕпе, вĕрентÿпе тата социаллă хÿтлĕхпе çыхăннă ыйтусене хускатнăччĕ. Çавна май эпир те çак программăсене хамăр республикăра пурнăçа кĕртсе пыратпăр». Вĕрентекенсен енчен те Н.Малов патне ыйтусем пулчĕç. Вĕсене ытларах çул-йĕр, вĕрентÿ сферинче кадрсем ытларах кирли, сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă ыйтусем кăсăклантарчĕç. Вĕрентекенсен енчен панă кашни ыйтăвне Николай Владимирович тулли хурав пачĕ. Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов тухăçлă калаçу йĕркеленĕшĕн «Единая Россия» партин Чăваш Енри регион уйрăмĕн руководительне Н.Малова, райадминистрацин пуçлăхне А.Тихонова тав турĕ. 

Первоисточник: З.ПАВЛОВА, И.АНТОНОВА.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика