Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Николай Малов: "Умра тăракан задачăсене эпир командăпа пĕрле татса парăпăр"

29 апреля 2016 г.

Пирĕн çĕршывра кăçал çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче малтанхи сасăлав пулать. "Единая Россия" парти ку темăна халăхпа пĕрле сỹтсе явать халь.

Раççей Президенчĕ, "Единая Россия" партин никĕсне хывакан Владимир Владимирович Путин малтанхи сасăлав çĕнĕ, малашлăхлă çынсене шыраса тупма пулăшнине, вĕсем, пулас суйлавсенче пĕрремĕш утăм туса, малашне пĕтĕм общество ырлăхĕшĕн ĕçлеме пултарнине çирĕплетет. Паянхи кун политикăна профессиллĕ çынсем кирлине палăртать çапла вăл. "Эпĕ çак система шăпах ĕçшĕн çунакан, общество интересĕсемшĕн ĕçлес кăмăллă çынсене, çав шутра çĕршывăн саккун кăларакан аслă органĕнчи çынсене çỹлелле тĕртсе кăларасса шанатăп", - тет Президент.

Малтанхи сасăлава хутшăнакансем пирĕн çĕршыв ертỹçипе тĕл пулнă чухне Раççей правительствин пуçлăхĕ, "Единая Россия" партин председателĕ Дмитрий Медведев та парти малашне çĕнĕ çынсемпе пуянлансах пырасси пирки пĕлтернĕ. Видеоконференци йĕркипе иртнĕ асăннă мероприяти, çĕршывăн 85 регионĕн представителĕсем хутшăннă унта.

-Ку йывăр тиев, мĕншĕн тесен çынсене профессиллĕ тата уççăн ăнлантармалла, экономикăпа социаллă сферăна кирлĕ çăмăл мар тата йывăр йышăнусем тунă чухне кашни çын чĕрипе чунĕ патне çитме тăрăшмалла, - тесе пил панă Раççей Президенчĕ Владимир Путин малтанхи сасăлава хутшăнакансене.

"Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн ертỹçи Николай Малов та çỹлерех асăннă мероприятие кăмăлласа хутшăннă. "Эпир çирĕп вăй-халпа çирĕпленсе пуянлантăмăр, пирĕн Президентпа пĕрле хăватлă команда пулнине ăнлантăмăр. Эпир пурте хамăр çĕршывшăн, тăван Чăваш Еншĕн ĕçлесшĕн", - тенĕ Николай Владимирович Малов тĕлпулăва хутшăннисен кăмăл-туйăмне палăртса. -Малтанхи сасăлава хутшăнакансенчен пĕри те "Единая Россия" партин тимлĕхĕсĕр юлмасть. Сахалрах сасă пухнисем кадрсен резервĕ, идейăсен тата ырă ĕмĕт-шухăшсен çăлкуçĕ пулĕç.

Партин этикин нормисемпе килĕшỹллĕн результатсене пĕлтернĕ хыççăн пур участник те çĕнтерỹçĕне пулăшма тивĕç. Эпир пурте пĕр ĕç тăватпăр. Тепĕр ыйту вăл - суйлавçăсен шанăçĕпе кăмăл-туйăмне çĕнсе илесси. Хăшĕ-пĕрисен ку лайăхрах пулать ĕнтĕ, теприсен тỹрех мар. Анчах эпир пĕр команда, "Единая Россия" команди.

Ĕнер Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов пирĕн района килчĕ. Унăн ĕçлĕ çул çỹрев программи пуян пулчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Ванеркепе Николай Владимирович малтан Тăвайри больницăна çул тытрĕç. Наталия Мефодьева тĕп врач вĕсене ăшшăн кĕтсе илчĕ. Район хăни больницăри уйрăмсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, эмелсен хакĕсемпе кăсăкланчĕ, сипленекенсене мĕнле тивĕçтернипе интересленчĕ тата ытти те.

Унтан врачсемпе канашларĕ Н.Малов, çĕршывра иртекен малтанхи сасăлав пирки ăнлантарчĕ, Лидия Чумышева врач-инфекциониста, Анатолий Игнатьев врач-стоматолога, Оксана Сергеева медсестрана "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн Тав çырăвĕсемпе парнесем пачĕ, ыйтусем çине хуравларĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов, район пуçлăхĕ Александр Шакин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке çакăн хыççăн "Акконд-агро фирма" обществăн фермине çул тытрĕç. 300 пуç тăракан витене кĕрсе курчĕç вĕсем, выльăхсене пăхса çитĕнтермелли технологин çĕнĕлĕхĕсемпе паллашрĕç. Асăннă коллективра тăрăшса ĕçлекенсене - Вячеславпа Владимир Ивановсене, Николай Степанова, Людмила Васильевана, Сергей Горностаева "Единая Россия" партин Тав çырăвĕсемпе тата парнесемпе чысларĕ юлашкинчен Николай Владимирович.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов район администрацийĕн пысăк залĕнче пухăннисемпе калаçрĕ. Çулсене юсамалли, кадрсемпе ĕçлемелли, инвестици хывмалли, тендер ирттермелли, фермерсене пулăшмалли пирки калакан темăсене хускатрĕç районта пурăнакансем. Николай Малов пур ыйту çине те тĕплĕн хуравларĕ. Çывхаракан Çуркуннепе Ĕç уявĕпе тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 71 çул çитнĕ ятпа саламларĕ Николай Владимирович. "Единая Россия" партин командипе пурне те татса пама тăрăшăпăр. Пĕрлĕхре - вăй", - терĕ вăл çынсене ырă сунса.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика