Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Николай Малов район çыннисемпе тĕл пулчĕ

26 апреля 2016 г.

Апрелĕн 25-мĕшĕнче пирĕн районта ĕçлĕ çулçỹревпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн Чăваш Енри регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Владимирович Малов пулчĕ. Ăна район пуçлăхĕ Х.Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Самаркин, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Митюков кĕтсе илчĕç.

Н.Малов тата район ертỹçисем вырăнти ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç. Малтанах ушкăн районти тĕп больницăра медицина ĕçченĕсемпе курнăçса калаçрĕ. "Слава картофелю" агрофирма ĕçченĕсем те Шупашкартан килнĕ хăнана хапăл пулчĕç, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Кунта кăçал лартмалли çĕрулмине яровизацине хунă, çав вăхăтрах вăрлăха тата çимелли "иккĕмĕш çăкăра" суйлаççĕ, сутма хатĕрлеççĕ. Анчах çĕр ĕçченĕсене унăн сутлăх хакĕ тивĕçтермест, çавна май вĕсем ял хуçалăхне пулăшмалли мĕнле те пулин программа пулсан аванччĕ тесе палăртрĕç. Кун хыççăн çул "Кооператор" производство комбинатне илсе çитерчĕ, çавăн пекех район активĕпе те тĕлпулу иртрĕ. Коллективсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнисĕр пуçне Николай Владимирович Раççей Президенчĕ В.Путин йĕркелесе янă "Единая Россия" партин программипе, унăн умĕнче тăракан тĕллевсемпе паллаштарчĕ.

Обществăлла ĕçре хастаррисене Николай Владимирович партин регионти уйрăмĕн Тав çырăвĕсене парса хавхалантарчĕ. Кунсăр пуçне пуçтарăннă халăх нумай ыйту пачĕ, вĕсем пурнăçăн тĕрлĕ сферине пырса тивеççĕ. Н.В.Малов ыйтусем çине тĕплĕ хуравсем пачĕ, çитменлĕхсене пĕтерес енĕпе пĕрле тăрăшмаллине, кашнин харпăр хăй вырăнĕнче яваплăха туйса ĕçлемеллине палăртрĕ.

Л.ШУРЯШКИНА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика