Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвайри музейра пулчĕç

27 апреля 2016 г.

Иван Яковлевич Яковлев ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, 168 çул каялла çуралнă. Вăл чăваш халăхне çутта кăларма нумай ĕç тунă. Иван Яковлевич тăрăшнипе пирĕн районти Тăвай тата Енĕш Нăрваш ялĕсенче çĕнĕ шкулсем тунă.

Пирĕн ялти краеведени халăх музейĕнче И.Яковлев Тăвай районĕнче те ĕçленине çирĕплетекен экспонатсем пур.

1903 çулта Иван Яковлевич уçнă икĕ хутлă шкулăн макечĕ упранать. Ăна Лачкасси ялĕнче пурăнакан Алексей Семенович Семенов тунă. Тăвайри вĕренекене Василий Онисимова 1886 çулта панă свидетельство пур, Хусанти вĕренỹ округĕнчи Чăваш шкулĕсен инспекторĕ И.Я.Яковлев алă пуснă ăна. Чĕмпĕрти Иван Яковлевич ĕçлекен чăваш шкулĕнче пирĕн районта пурăнакансем те вĕреннĕ. Вĕсен сăн ỹкерчĕкĕсене пухса стенд та тунă музейра. Тăвайри шкул çинчен çырнă документлă очеркра Иван Яковлевичпа тĕл пулса калаçнисем пирки те вуласа пĕлме пулать.

Музея килекенсене тата ытти материалсемпе те паллаштарма тăрăшăпăр.

Йăнтăрчăри вăтам шкулта пуçламăш класра вĕренекенсем, ак, нумаях пулмасть И.Яковлев уçнă Тăвайри икĕ хутлă вăтам шкул макечĕпе питĕ кăсăкланчĕç, ыйтусем пачĕç. Вĕсем картонтан тунă самолетсен моделĕсемпе, вĕçен кайăксен йывăçран тунă кĕлеткисемпе те паллашрĕç.

С.СЕРГЕЕВА.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика