Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Асамлă космос" çулçÿревре

15 апреля 2016 г.

Тĕнче уçлăхĕнче пĕрремĕш çын пирĕн çĕршыв гражданинĕ Ю.А.Гагарин пулнă. Ăна Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă.

     Чутейри ял библиотекипе шкул тачă çыхăнса космонавтика кунне паллă турĕç. Хитре капăрлатнă класа пырса кĕрсен тĕнче уçлăхне лекнĕн туйрĕç ачасем. Малтанах пуçламăш классене вĕрентекен В.Куприянова космос çинчен каласа пачĕ. 2-мĕш классен учителĕ Е.Николаева "Асамлă космос" презентаци кăтартрĕ, Ю. Гагарин пурнăçĕпе паллаштарчĕ, викторина ирттерчĕ. Унтан ачасем космоса «вĕçрĕç", инопланетянсем пурăнакан планета çине те çитсе курчĕç. Вĕсем хăйсен чĕлхипе анчах калаçаççĕ иккен. Çул çÿревçĕсене парне парса ячĕç.

Ачасем икĕ командăна пайланса тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç. Н.Матвеева библиотекарь викторинăра çĕнтерекенсене дипломпа чысларĕ, çамрăк конструкторсене медальсем пачĕ. Космос темипе ирттернĕ ыйтусем çине М,Козлова, К.Шамбулина, К.Рожков, Н.Сорокин, К.Мясникова аван хуравларĕç. Чи маттурри вара 3-мĕш класра вĕренекен В.Краснова пулчĕ.

З.Иванова.

Чутей ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика