Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке - пирĕн тус, юлташ

15 апреля 2016 г.

Çыннăн пурнăçĕ мĕн пĕчĕкрен кĕнекепе çыхăннă.Вăл пире ăс парать, пурăнма вĕрентет.Тĕрлĕ професси илме, ырă, тÿрĕ чунлă пулса ÿсме пулăшать. Дани юмахçи Г.К.Андерсен çуралнă кун /ака уйăхĕн 2-мĕшĕ/ 1967çултан пуçласа Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча кĕнеке кунне уявлаççĕ.

     Чутейри ял вулавăшне кĕнекепе туслисем пухăннă. Н.Матвеева библиотекарь ертсе пынă уява. В.Куприянова презентаципе усă курса ачасене К.Чуковский, А.Барто, Г.Андерсен çыравçăсен биографийĕсемпе паллаштарнă. Кĕçĕн класра вĕренекенсем викторина ыйтăвĕсем çине хуравланă. Юмахсенчи геройсем пек тумланса сăвăсем, тĕрлĕ произведени сыпăкĕсене пăхмасăр вуланă. Персонажсен «çухалса юлнă» япалисем тăрăх произведени ячĕсене, вĕсен авторĕсене пĕлнĕ. Вулавăшра ÿкерчĕксен, ача- пăча çыравçисен кĕнекисенчен куравсем йĕркеленĕ.

     Кĕнеке тусĕсем хăйсен пелĕвне кăтартнă. Диплома тивĕçлисем хушшинче М.Козлова, К.Шамбулина, К.Мясникова, Е.Яклашкин, К.Шашкин, В.Семенова, А.Шашкова, В.Краснова, Е.Михайлова пулнă. Ахальтен мар ваттисем: «Кам нумай вулать, çав нумай пĕлет",- тенĕ.

       Юлашкинчен уява пухăннисем хăйсене кăмăла кайнă кĕнекесене суйласа илнĕ. Библиотекарь ачасене вулавăша час-часах килсе çÿреме йыхăрнă, пылак çимĕçпе сăйланă.

                                                                                                                                 З.Иванова.

                                                                                                                                      Чутей ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика