Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăх-несĕле тĕпчерĕç

22 апреля 2016 г.

«Çемье - халăхпа патшалăх тĕревĕ», - тенĕ чăвашсене çутта кăлараканĕ И.Я. Яковлев. Çитĕнекен ăрăва хăйсен йăх-несĕлĕ çинчен пĕлме пулăшас, тĕпчев ĕçне хăнăхтарас тĕлĕшпе Элĕкри ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕ «Манăн йăх-несĕл» конкурс ирттерчĕ. Кăçалхи январь-апрель уйăхĕсенче районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракн 11 шкултан тата Элĕкри «Çăлкуç» тата «Хĕвел», Тавăтри «Пучах» ача сачĕсенчен 40 ытла ĕç килнĕ. Конкурса хутшăннисем хăйсен ÿкерчĕкĕсенче, ал ĕçĕсенче йăх-несĕлне туллин сăнласа кăтартнă. Вĕренÿ учрежденийĕсенче вăтам тата аслă классенче пĕлÿ илекенсем чăн-чăн тĕпчев ĕçĕсем çырнă. Унта вĕсем темиçе ăру кун-çулне туллин çутатса панипе пĕрлĕх çемьери йăла-йĕрке çинчен те çырса кăтартнă.

Олимпиада ЛАЗАРЕВА,

ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕн

директорĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика