Территориальный отдел "Ярабайкасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий Моргаушского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

  

Публикации » Ыранхи кунпа пурăнаççĕ

20 апреля 2016 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвне пурнăçласа яваплă специалистсем пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче обществăлла выльăх-чĕрлĕхе епле хĕл каçарнипе кăсăклансах тăраççĕ. Иртнĕ эрнере ку енпе район шайĕнче йĕркеленĕ комисси вырăнсене тухса  хĕл кунĕсем епле иртнипе паллашма пуçларĕ. Çавна валли çирĕплетнĕ ĕç ушкăнĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен кашни ферминех çитсе курма тăрăшĕ. Хĕле тĕплĕ хатĕрленнисем çăва тухас  умĕн те мал туртăмлă тимлени, ĕç тилхепине пушатнисем вара пĕр лару-тăрурах вырăнта тăпăртатса тăни вăрттăнлăхра юлмарĕ.

Рейд ушкăнĕпе иртнĕ кĕçнерникун, ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Е. Андреев яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн Çурлатринчи сĕт ферминче тата "Путь Ильича" агрофирмăн Шаптакри сĕт комплексĕнче пулса куртăмăр.

Малашлăха пăхакан пĕр вырăнта тăмасть. Е. Андреев яч. хис. хуçалăхра хĕл кунĕсенчи кашни утăма перекет ыйтăвĕпе туни куç умне пулчĕ. Халĕ калани умри йывăрлăхсене çĕнме, çĕнĕлĕхсене туллин алла илме, пурнăçлакан ĕçшĕн кашни ĕçченĕн яваплăхне ÿстерме вĕрентет. Мал туртăмлă ĕçлекенĕн вара ÿсĕм çулĕ те уçă. Эпир çитнĕ кун Николай Максимов ертсе пыракан фермăра кашни лаптăкрах хĕрÿ ĕç пыратчĕ. Ферма территорийĕнче сумалли ĕнесене уçăлма кăларнăччĕ. Вĕсем валли рулонсенчи утă çителĕклĕччĕ. Ферма территорийĕнче Алексей Леонтьев ертсе пыракан 4 - 5 çынран тăракан юсавпа тирпейлĕх бригади вутă-шанкă татса купалассипе тăрăшатчĕ.

- Иртнĕ çу кунĕсенче выльăх апачĕ янтăлассипе çине тăрса ĕçленĕрен хĕл кунĕсенче выльăх апачĕ çитменнине курмарăмăр. Утă-улăма çивитти айне хунăран унăн упранаслăхĕ те пахарах пулчĕ. Симĕс утăна вара ĕнесем юратсах çиеççĕ. Кунпа пĕрлех сенаж та пĕлтĕр ытлă-çитлĕ янтăланăран вăл кăçал çăва тухичченех çитмелле, - выльăх апачĕ упранакан вырăнтан иртнĕ май каласа парать хуçалăх ертÿçи В. Семенов. - Апат пурри вара производство çине те ырă витĕм кÿрет. Паян пĕр ĕне пуçне талăксерен вăтамран 12,7 килограмм сĕт сăватпăр.

Продуктивлăх тенĕрен. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта кăна Çурлатринчи ферма ĕçченĕсен тăрăшулăхĕпе хуçалăх пĕтĕмпе 75,3 тонна сĕт сунă тата 8,9 тонна аш туса илнĕ.

Асăннă кăтартусем "Путь Ильича" агрофирмăра та начаррисен шутĕнче мар. Асăннă хуçалăх ĕçченĕсем кăçалхи пĕрремĕш кварталта 480,5 тонна сĕт тата 17,3 тонна аш-какай туса илме хевте çитернĕ. Ку кăтартусем хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх пăхакансем умри йывăрлăхсене çĕнсех малалла талпăнни пирки калаççĕ.

- Ĕçлетпĕр те ÿсĕм чиккисене çĕнсе пыратпăр, аталанăвăн çĕнĕ формисемпе ырă тĕслĕхсене пурнăçа ытларах кĕртсе пыратпăр. Халĕ ĕнесене тăрантарасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Рацион та паян чухăн мар. Çапла вара хуçалăх хальхи вăхăтра районăн вăтам кăтартăвĕнчен ытларах сĕт сăвать, - ăнлантарчĕ агрофирмăн тĕп зоотехникĕ Э. Замятина.

Выльăхсене пăхакансем те хăйсен яваплăхне туяççĕ. Акă ирхи сăвăм хыççăн ĕнесене апат паракан Юрий Иванов комплексра технологие çирĕп пăхăнни çинче чарăнса тăчĕ.

- Ĕнесене тăрантарас тата пăхас технологие пăхăнса тирпейлĕхе тĕп вырăнта тытса пыратпăр. 10 пин тенкĕ ытла ĕç укçине ахаль тÿлемеççĕ ĕнтĕ, - терĕ Юрий Николаевич хăйĕн ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртса.

Хĕл сиввисем выльăх-чĕрлĕх пăхаканшăн хăйне евĕр экзамен пулчĕç. Е. Андреев яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕпе "Путь Ильича" агрофирма ĕçченĕсем технологие пăхăнса ĕçлесе хĕл кунĕсенчи продуктивлăха чакармарĕç. Асăннă хуçалăхсенче ĕç çине хуçалла пăхнăран унти выльăхсемшĕн хĕл кунĕсем хăрушă пулманни палăрчĕ.

Ферма ĕçченĕсем ыранхи кунпа пурăнни савăнтарать, ырă шанăç çуратать. Тĕрĕслевсем малалла пыраççĕ.

 

РЕЙД УШКĂНĔ:

Л. БОЯРИНОВА, район администрацийĕн экономикăпа АПК аталанăвĕ пайăн тĕп эксперт специалисчĕ*

А. ФЕДОРОВА, районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕн çумĕ*

И. МИХАЙЛОВА, районти ăратлăх енĕпе ĕçлекен зоотехник*

А. БЕЛОВ, район хаçачĕн экономикăпа экологи пайĕн ертÿçи.

 

 
 

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика