Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнче уçлăхне вĕçнĕренпе - 55 çул

13 апреля 2016 г.

 

СССР историйĕнче пĕрремĕш хут 1961 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче Байконур космодромĕнчен 6 сехет те 7 минутра тĕнче уçлăхне "Восток" карап вĕçтерсе янă. Ăна Совет Союзĕн пилочĕ Юрий Алексеевич Гагарин тытса пынă. Карап çĕр чăмăрĕ тавра 89,1 минутра вĕçсе çаврăннă, пĕтĕмĕшле вĕçев 108 минута пынă. Карап йывăрăшĕ космонавтпа пĕрле 4725 килогрампа танлашнă.

10 сехет те 25 минутра тормоз хатĕрне ĕçе кĕртнĕ хыççăн Ю.Гагарин тытса пыракан карапăн анакан аппарачĕ 10 сехет те 55 минутра Саратов облаçне анса ларнă.

Тĕнчери пĕрремĕш космонавт Юрий Алексеевич Гагарин Смоленск облаçĕнчи Гжатск (халĕ Гагарин) районне кĕрекен Клушкино ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ - Алексей Иванович Гагарин (1902_1973) платник, амăшĕ - Анна Тимофеевна Матвеева (1903_1984) сысна пăхакан пулнă.

1945 çулхи май уйăхĕнче Гагаринсем Гжатск хулине куçаççĕ. 6 класс хыççăн Юрий Люберцы хулинчи 10-мĕш ремесла училищинче формировщик-литейщике тата каçхи шкулăн çиччĕмĕш класĕнче вĕренет. 1951 çулта Саратоври индустри техникумне кайса кĕнĕ, хулари аэроклуба çырăннă. 1955 çулта ЯК-18 самолетпа пуçласа хăй тĕллĕн тỹпене çĕкленнĕ. Ю.Гагарин аэроклубра 196 вĕçев тунă, сывлăшра пурĕ 42 сехет те 23 минут вĕçнĕ.

1955 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнче ăна çар службине илеççĕ. Оренбургри летчиксем хатĕрлекен çар авиацийĕн 1-мĕш училищине яраççĕ. Вăл паллă летчик-испытатель Я.Ш.Акбулатов патĕнче вĕренет. Кайран Çурçĕр флотĕнчи истребительсен дивизийĕнчи 169-мĕш авиаци полкĕнче службăра тăрать.

1956 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче хăйне космонавтсем хатĕрлекен ушкăна илме ыйтса заявлени çырать.

1961 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче тĕнче уçлăхне кайса килнĕшĕн Ю.А.Гагарина Совет Союзĕн Геройĕ ят параççĕ.

1968 çулхи февралĕн 17-мĕшĕнче Н.Е.Жуковский ячĕллĕ сывлăш-çар инженерийĕн академийĕнче дипломлă проект хатĕрлет, Ю.А.Гагарин полковнике летчик-инженер-космонавт квалификацине параççĕ.

Юрий Гагарин 1968 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче тренировка вĕçевĕ вăхăтĕнче Владимир облаçĕнчи Киртач районĕнчи Новоселово ялĕ çывăхĕнче ỹксе вилнĕ. Ăна Хĕрлĕ площадьре Кремль стени çумне пытарнă.

1962 çулта пуçласа пирĕн çĕршывра Космонавтика кунне паллă тăваççĕ, 1968 çулта Авиаци спорчĕн тĕнчери федерацийĕ апрелĕн 12-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери авиаципе космонавтика кунĕ тесе палăртма йышăннă.

Ю.А.Гагарин тĕнче уçлăхне пуçласа вĕçнĕренпе 50 çул тултарнине халалласа 2011 çула Раççей Космонавтикин çулталăкĕ тесе палăртнă. 1976 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарта "Космос пионерĕ Юрий Гагарин" скульптура композицийĕ уçăлнă. Вăл - Шупашкарта Ленин проспекчĕпе Гагарин урамĕ хĕресленнĕ вырăнта. Композицие уçнă çĕре икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ, Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Андриян Николаев летчик-космонавт та хутшăннă. Электроаппаратсем кăларакан завод мастерĕ, Совет Союзĕн Геройĕ Ф.Н.Орлов, комбинатăн пир тĕртекенĕ, Социализмла Ĕç Геройĕ Ю.Петрова уçнă скульптура композицине.

КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, КПСС Центральнăй Комитечĕн членĕ И.П.Прокопьев, республикăри тата хулари ытти руководительсем пулнă уявра. Юлашкинчен Совет Союзĕн Гимнĕ янăранă, композици умне чĕрĕ чечек çыххисем хунă.

А.МАКСИМОВ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика