Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă ĕçтеш

05 апреля 2016 г.

Пултаруллă ĕçтеш

Иван Михайлович Васильев Чутей шкулĕнче 2007 çултанпа вăй хурать. Вăл ăста педагог, коллектив хисеплекен маттур ĕçтеш. Обществознани, истори предмечĕсене вĕрентет.

Вăл ертсе пыракан "Патриот" кружок Чутей шкулĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çав вăхăтранпа унăн вĕренекенĕсем район шайĕнче иртекен тĕрлĕ ăмăртупа олимпиадăсенче 30 хутчен çĕнтерỹçĕ пулнă. Район шайĕнчи уçă урокĕсене те пысăк хак параççĕ. 2016 çулта учитель-мастер ята тивĕçнĕ, "Çулталăкри учитель" конкурсра иккĕмĕш вырăна тухнă. Иртнĕ çул район олимпиадинче обществознани, истори предмечĕсемпе виçĕ призер пулнă.

Пултаруллă ĕçтеш хатĕрленĕ ушкăн вăрçă паттăрне Николай Афанасьева халалласа ирттерекен виçĕ енлĕ кĕрешỹре те кашни çулах малтисен ретĕнче (2014, 2015, 2016 çулсенче - 3-мĕш вырăн). Çул-йĕрĕн çамрăк инспекторĕсен тата "Орленок" вăйăсенче ăсталăхпа палăраççĕ Чутей шкулĕнчи ачасем. Кунта та вĕсен вĕрентекенĕн тỹпи пысăк.

И.Васильев спортпа та туслă. "Наци кросĕ" - 2015", "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" - 2016" ăмăртусенче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн кăçалхи вĕренỹ çулĕнче Иван Михайловича район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

Вĕрентỹ ĕçĕнче пысăк чыса тивĕçнĕ педагогран çул çитнĕ каччăсем тĕслĕх илеççĕ. Вăл яланах вĕсене пулăшма хатĕр.

Ăнăçусем, çитĕнỹсем пулсах пыччăр, вĕренекенĕрсем малашне те маттур пулччăр сирĕн.

Л.МИХАЙЛОВА. Чутей ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика