Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кооператорсем тĕрлĕ ыйту сỹтсе явнă

08 апреля 2016 г.

Пирĕн районти "Тăвайри кооператив" потребобщество коллективĕ хăйĕн палăртнă тĕллевĕсене туллин пурнăçа кĕртсе пыма, халăхăн ыйтăвĕсене кирлĕ пек тивĕçтерме условисем туса парассипе чылай тăрăшать.

Суту-илỹре, производствăра, обществăлла апатланура, хатĕрлев тата пулăшу ĕçĕсенче кăçалхи виçĕ уйăхри кăтартусем начар мар. Тăвай енри магазинсен сертификатсем пур. Пирĕн район кооператорĕсем экологи тĕлĕшĕнчен таса продукципе тивĕçтереççĕ çынсене. Конкуренци вăйланса пынă чухне суту-илĕве аталантарса пыма çăмăл мар ĕнтĕ вĕсене. Потребобщество йывăрлăхра та магазинсене юсама, вĕсене çĕнĕ оборудованисемпе тивĕçтерме майсем тупать. Суту-илỹ объекчĕсенче чылайăшĕнче банк карточкисемпе усă курса тỹлемелли терминалсем вырнаçтарнă. Ĕç-хĕле модернизацилес, автоматизацилес ыйтусене паянхи кун пурнăçа кĕртсе пыраççĕ.

"Тăвайри кооператив" потребобществăри ĕçсене Вячеслав Николаевич Федоров йĕркелесе пырать. Суту-илỹ тĕп отрасль шутланать коллективăн. Çавăнпа ăна ытларах тимлĕх уйăраççĕ кооператорсем. Кашни эрнерех, вырăнсене тухса, çынсем мĕнле таварпа ытларах кăсăкланнипе интересленеççĕ. Уйăх пуçламăшĕнче магазинсен заведующийĕсемпе пухăнса калаçу йĕркелеççĕ, çитменлĕхсене асăнаççĕ, лайăххине палăртаççĕ тата ытти те.

Ака уйăхĕн пуçламăшĕнче иртнĕ пухура А.Сидорова менеджер, правлени председателĕ Т.Митрофанова, хатĕрлевпе ĕçлекен тĕп специалист Е.Антонова, генеральнăй директорăн заместителĕсем Т.Обаськина ("Тăвай çăкăрĕ") тата В. Александрова ("Тăвайри общепит") тухса калаçнă. Коллектива ертсе пыракан Вячеслав Николаевич Федоров пĕтĕмлетỹсем тунă, малашлăхра тата тăрăшарах ĕçлеме суннă сутуçăсене.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика