Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Десантник çеç мар, стрелок-сапер та

08 апреля 2016 г.

Çывăх çынсенчен çыру кĕтсе пахча алăкĕ патĕнче почтальонкăна кĕтсе тăнă вăхăтсем тахçанах хыçа юлчĕç ĕнтĕ. Кĕске вăхăтрах кĕсье телефонĕпе е компьютерпа усă курса çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнче пурăнакан тăван-пĕтенпе калаçса илме пултаратпăр.

Кулленхи ĕçсемпе шухăша путнă Нина Михайловна кĕсьери телефонĕ сас парсан, ытла та кĕтмен çĕртен пулнăран, шартах сиксе илчĕ. Апат вăхăтĕн-че камах шăнкăравлама пултарнинчен тĕлĕнсе телефонне васкавлăн кĕсьерен кăларчĕ.

- Анне, эпĕ-ха ку, Саша. Иртнĕ кунсенче вĕренÿре пулнă май калаçма май килмерĕ. Служба йĕркеллех иртет, таса сывах пурăнатăп. Аттене, тăвансене салам кала, - çитес вăхăтра тепре шăнкăравлассине пĕлтерсе калаçăва вĕçлерĕ Саша ывăлĕ. Кун çути парнеленĕ тĕпренчĕкĕн контракт служби йĕркеллех иртнишĕн савăнчĕ амăшĕ. Май килнĕ таран Псков хулинче десантниксен штурмлакан 234-мĕш полкĕнче службăра тăракан ывăлĕпе час-часах калаçни те хĕрарăм чĕринче лăпкăлăх çуратать

2015 çулта Прашкушкăнь ялĕнчи Никифоровсен ывăлĕ Чăваш Патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă. Саша амăшĕ пекех педагог профессине суйланă, физикăпа математика факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Шкул вăхăтĕнчех спортпа туслă пулнă яш-кĕрĕм аслă вĕренÿ учрежденийĕнче те çан-çурăм пиçĕхлĕхне ÿстересси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Мĕн пĕчĕкренех телеэкранпа десантниксем самолетран парашютпа сикнине курма юратнăскер хăй те пĕрре мар кун çинчен ĕмĕтленнĕ. Университетра вĕреннĕ вăхăтра темиçе тус хăйсем кун пек утăм тума хăюлăх çитнипе çитменнине палăртма «АН» самолетран парашютпа сикме шутлаççĕ. Çăмăллăнах хăйсен ĕмĕтне пурнăçа кĕртеççĕ Сашăпа юлташĕсем.

Çакăн хыççăн ĕнтĕ Александр Никифоров хăйĕн умне тепĕр тĕллев лартать. Алла диплом илсен Сывлăшпа десант çарĕсенче хĕсметре тăма палăртать. Çар ĕç комиссариатне çитсе хăйне интереслентерекен информацие пуçтарать.

- Сывлăшпа десант çарĕсем контракт çине куçса пынăран призывниксене унта лекме йывăртарах пулнине пĕлтерчĕç. Университет пĕтерсен тÿрех контрактпа салтака кайма май пуррине те палăртрĕç. Çавăнпа та алла диплом илсен çар ретне тăма хатĕрленсе çийĕнчех медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухрăм. Пĕлтĕр августăн 4-мĕшĕнче икĕ çуллăха контракт çыртăм, - Çĕнĕ çул умĕн тăван килне килсен каласа панăччĕ 23-ри çамрăк.

Муркаш районĕнчи Калайкасси ачипе хĕсмете ăсаннă. Халĕ те Псков хулинче службăра пĕрле тăраççĕ.

Александр Никифоров десантниксен штурмлакан 234-мĕш полкĕнче аслă стрелок-сапер шутланать. Служба интереслĕ иртнине пĕлтерет. «Хам ĕмĕтленнĕ пекех «Ми-7» вертолетран, «Ан-2», «Ил» самолетсенчен парашютпа хальлĕхе 5 хут çеç сикме ĕлкĕрнĕ. Ку кăтарту вара юлашки мар», - çирĕплетсех калать яштака пÿ-силлĕ салтак.

- Пурнăçна çарпа çыхăнтарнишĕн ÿкĕнместĕн-и; - ыйту панăччĕ Александр Николаевича отпуска килсен.

- Чăн-чăн арçынсен ĕçне пурнăçлатăп, куншăн вара мăнаçланатăп, - çийĕнчех харсăррăн хуравларĕ аслă стрелок-сапер.

Э. ЭЛИНА.  

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика