Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Социаллă пулăшу парассинче улшăнусем чылай

12 марта 2016 г.

Раççей Федерацийĕн «Патшалăхăн социаллă пулăшăвне парасси çинчен», «Ветерансем çинчен», «Раççей Федерацийĕнчи инвалидсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси çинчен», «Ачаллă граждансене патшалăх пособийĕсем памалли хушма мерăсем çинчен»,  «Чернобылецсем çинчен» саккунĕсене тĕпе хурса Чăваш Республикин саккунĕсене улшăнусем кĕртнĕ.

«Патшалăхăн социаллă пулăшăвне парасси çинчен» Саккунĕпе килĕшÿллĕн халăха социаллă пулăшу парассине адрес принципĕпе тата вĕсен кирлĕлĕхне кура палăртнă. Патшалăх çирĕплетнĕ çемье тупăшĕ пурăнма кирлĕ чи сахал виçе шайĕнчен пĕчĕкрех пулсан çемьене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтермелле. 2016 çулхи кăрлачăн 11-мĕшĕччен Чăваш Республикинче ачаллă çемьесене уйăхсерен пособи уйăрса парассинче çемьен  тупăшĕ 150 процентран /çемьери пĕр çын пуçне 12286,5 тенкĕрен иртмен пулсан/,  çемьесем ачасемшĕн паракан пособие кашни уйăхрах илсе тăнă.  2004 çулхи чук уйăхĕн 24-мĕшĕнче йышăннă Чăваш Республикин «Ачаллă граждансене патшалăх пособийĕсем памалли хушма мерăсем çинчен» Саккуна  2015 çулхи раштав уйăхĕн 24 мĕшĕнче улшăну кĕртнĕ май кăрлăчăн 11-мĕшĕнчен пуçласа, çемье тупăшĕ 100 процентран иртмесен кăна ача пособийĕ тÿлеççĕ. Халĕ çемье тупăшĕ /пĕр çын пуçне/ 8191 тенкĕрен иртмелле мар.

Ачаллă граждансене паракан патшалăх пособийĕсене индексацилемелли йĕркере улшăнусем кĕртнĕ. Саккунăн 2 тата 3 статйисемпе килĕшÿллĕн патшалăх пособийĕсене индексацилесси çинчен калакан йышăнура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ Чăваш Республикин черетлĕ финанс çулĕнчи тата планпа палăртнă тапхăрти республика бюджечĕ çинчен калакан Чăваш Республикин Саккунĕпе килĕшÿллĕн асăннă тĕллевсем валли палăртнă укçа-тенкĕ шайĕнче çирĕплетет: «150 процент» вырăнне «100 процент» сăмахпа улшăнать.

2012 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче йышăннă Чăваш Республикин «Ачаллă граждансене патшалăх пособийĕсем памалли хушма мерăсем çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн çемьере 3 е ытларах ача çуратнă е усрава илнĕ пулсан, асăннă çемьесене амăшĕн /çемье/ капиталĕн сертификатне памалла тесе йышăннă. Сертификат хакĕ 100 пин тенкĕпе танлашать.  2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕнчен асăннă Саккунра улшăнусем пулчĕç. Малашне, 3 е унтан ытларах ача çуратнăшăн е вĕсене усрама илнĕшĕн çемьесене ятарлă сертификата алăран памаççĕ. Çемьере 3 е ытларах ача çуралакан çемьесем  социаллă хÿтлĕх пайне пырса заявлени çырмалла. Заявленисене тишкернĕ хыççăн электронллă базăна çемьесен сведенийĕсене кĕртеççĕ. Иккĕмĕш улшăну амăшĕн  капиталĕпе усă курнă çĕрте пулса иртнĕ.  2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕччен çемьере 3 е ытларах ача çуралнă çемьесене çак улшăну пырса тивмест. Вĕсем амăшĕн капиталĕпе малтанхи пекех усă курма пултараççĕ. Кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕнчен вара çуралнă 3 е ытларах ачасен çемйисем амăшĕн капиталĕн укçипе усă курас тесен çемьен тупăшĕ çинчен халăхăн социаллă хÿтлĕх пайне кашни çын пуçне тивĕçекен тупăш виçине палăртакан справкăсене тăратмалла. Çемье тупăшĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çирĕплетнĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе шайĕнчен сахалрах пулсан, палăртнă укçапа усă курма пултараççĕ.

Чăваш Республикин 2005 çулхи нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнчи «Уйрăм категорири граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлес енĕпе социаллă пулăшу памалли мерăсем çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн, çавăн пекех нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсанăшăн тÿлессинче социаллă пулăшу памалли мерăна ял халăхĕ пурăнакан вырăнсенче, хула евĕр поселоксенче, пурăнакан тата тĕп ĕç вырăнĕнче вăй хуракан /хăй вырăнĕнче вăхăтлăха çук,ĕçлев саккунĕсемпе тата ĕçлев правин нормисене тытса тăракан ытти нормативлă право акчĕсемпе, ĕç договорĕпе килĕшÿллĕн ĕç вырăнĕ сыхланса юлакан ĕçченĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх ĕç договорĕпе пурнăçлакан граждансемсĕр пуçне/ категорисенчи граждансем валли палăртаççĕ.

Граждансене пурăнмалли пÿлĕмпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн, çав шутра нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсанăшăн тÿлес енĕпе социаллă пулăшу памалли мерăсемпе вĕсем мĕнле çурт-йĕр фончĕн пурăнмалли пÿлĕмĕсенче пурăннине пăхмасăр тивĕçтереççĕ. Кашни уйăхра паракан саплаштару тÿлевĕн виçи 1055 тенкĕпе танлашать. Асăннă саккунăн 1 статйипе килĕшÿллĕн асăннă тÿлеве яллă вырăнсенче, рабочи поселокĕсенче пурăнакан,  10 çултан кая мар палăртнă организацире ĕçленĕ, çак организацире ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă тата ун хыççăн та кунтах пурăнма юлнă çынсем илме тивĕçлĕ. Пурăнмалли çуртри пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсанăшăн тÿлемелли социаллă право сыхланса юлать. Енчен те çемьере икĕ е ытларах та çыннăн çак саккунпа килĕшÿллĕн кашни уйăхра 1055 тенкĕ таран палăртнă саплаштару тÿлевне илме право пур пулсан çак суммăна кашнине пĕр тан пайласа параççĕ. 2016 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн пенсие тухнă ĕçтешсен, ĕçлеме пăрахнă хыççăн çак право малашне пулмасть.

2016 çулхи кăрлачăн 11-мĕшĕнчен пуçласа «Чăваш Республикинчи ĕç ветеранĕсем çинчен» саккун  вăя кĕчĕ. Саккунра «Ĕç ветеранĕ» ята илмелли çĕнĕ йĕркене çирĕплетнĕ. «Ĕç ветеранĕ» ята Раççей Федерацийĕн е Чăваш Республикин патшалăх наградисем пулсан, çавăн пекех хĕрарăмсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 37 çул та 6  уйăх, арçынсен 42 çул та 6 уйăх, çав шутран ĕç стажĕн çурри - 18 çул та 9 уйăх хĕрарăмсен е 21 çул та 9 уйăх арçынсен - Чăваш Республикин территорийĕнче ĕçлени пулсан, федерацин «Страхлав пенсийĕсем çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн  страхлав пенсине пама палăртнă хыççăн тивĕçĕнет.

Чăваш Республикинче ялан е чылай вăхăт пурăнакан, ĕç ветеранĕсен федерацин «Страхлав пенсийĕсем çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн страхла пенсине пама палăртнă хыççăн тата  ĕçлеме пăрахсан вĕсен кашни уйăхра паракан тÿлеве илме ирĕк пур. Уйăхри тÿлев хакĕ паянхи куна 1082 тенкĕпе танлашать. Вăйра тăракан çĕнĕ Саккунпа килĕшÿллĕн хĕрарăм 55 çул, арçын 60 çул тултарнă хыççăн малалла ĕçлет пулсан вăл ĕçлеме пăрахиччен асăннă хушма тÿлеве илсе тăма пултараймасть.

Телефонпа усă курнăшăн каялла тавăрса паракан компенсаци йĕрки те улшăннă. Ку таранччен ĕç ветеранĕсене мĕнле тариф планне суйласа илнине пăхмасăр тÿлемелли абонент тытăмĕн усă куракан тариф планĕн хакне, радио тата коллективлă телевидени антеннипе усă курнăшăн илекен пулăшу ĕçĕсен хакне тÿленĕ. Малашне ĕçлеме пăрахнă ветерансем вырăнти телефон çыхăнăвĕн сечĕн абонент линине абонента усă курма уйăрса панăшăн илекен хака кура кашни уйăхра компенсаци тÿлеççĕ. Хальхи вăхăтра вăл 87 тенкĕ те 50 пуспа танлашать.

Чăваш Республикин «Уйрăм категорири граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлес енĕпе социаллă пулăшу мерисем памалли йĕрке çинчен» 2009 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнчи 56-мĕш номерлĕ саккунне те улшăнусем кĕртнĕ.

Социаллă пулăшу мерисене çак Саккунăн 1 статйипе килĕшÿллĕн палăртнă уйрăм категорири граждансене /вăрçăра пулнă тата сусăрланнă салтаксемпе вĕсен çемйисем, вăрçăра е унтан таврăнсан вилнĕ салтак арăмĕсем тата вĕсен çемйисем, 1, 2, 3-мĕш ушкăнсенчи тата ачаран сусăрланнă çынсем, Чернобыльти аврие тата ытти инкексене пĕтерме хутшăннă çынсем тата вĕсен çемйисем/ пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿленипе пулнă тăкаксене Раççей Федерацийĕн нормативлă право акчĕсемпе палăртнă виçе чухлĕ кашни уйăхра укçан саплаштармалли йĕркепе параççĕ. Саплаштару укçине пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлемелли тÿлевĕн тĕрĕссипе шутласа панă тата тÿлесе татнă суммине тĕпе хурса шутласа палăртнă.

2016 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 31-мĕшĕчченхи тапхăрта Чăваш Республикин «Уйрăм категорири граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлес енĕпе социаллă пулăшу мерисем памалли йĕрке çинчен» 2009 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнчи 56-мĕш саккунĕн 1 статйипе килĕшÿллĕн уйрăм категорири граждансене пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсене тÿленипе пулнă тăкаксемшĕн кашни уйăхра паракан саплаштару укçине çурт-йĕрпе комуналлă пулăшу ĕçĕсен хакĕн республика стандартне шута илсе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ палăртнă йĕркепе тата виçесемпе шутласа параççĕ.

2016 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа уйрăм категорири граждансене пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн Раççей Федерацийĕн «Ветерансем çинчен», Раççей Федерацийĕнчи инвалидсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси çинчен» тата «Чернобылецсем çинчен» саккунĕсемпе килĕшÿллĕн тÿлеме пуçлаççĕ. Хăвăра кăсăклантаракан ыйтусене 2-58-35, 2-50-11 телефонсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултаратăр.

И.АНИКИНА,
Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин «Социаллă çăмăллăхсем паракан центр» Чăваш Республикин хысна учрежденийĕн Елчĕк районĕнчи халăха социаллă пулăшу паракан пайĕн начальникĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика