Раскильдинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алăра ĕç пулсан пурнăç та ăнать

05 апреля 2016 г.

Çĕр ĕçĕ çăмăл мар пулнине пĕлсех унран тупăш илес тĕллевпе ялтах тĕпленнĕ çамрăксемпе чăннипех те мухтанмалла. Пурнăç ырлăх-пурлăхĕ мĕнрен килнине чухлаканскерсем алă усса ларнипех хырăм тутă та, çири çи-пуç питĕ пуласса шанмаççĕ.

- Ватă атте-анне ĕнси çинче лармалла-и? Çакă çут тĕнчене парнеленĕшĕн, ура çине тăма пулăшнăшăн та вĕсене пысăк тав. Хăй вăхăтĕнче тăван хуçалăха аталантарассишĕн атте механизаторта, анне фермăра сахал мар вăй хунă. Халĕ пирĕн çывăх çынсен ватлăхĕ канлĕ пултăр тесе тăрăшмалла, - хăйĕн шухăшне пĕлтерет Кĕçĕн Тукташ ялĕнче пурăнакан Илья Крылов.

Çемьере ачасенчен кĕçĕнни пулнă май нихăçан та хулана тухса кайма шутламан. Унăн ашшĕ-амăшĕ çумĕнче пурăнмаллине, çирĕп кил хуçи пулмаллине пĕчĕкренех туйса ÿснĕ. Çавăнпа та профессине те ялпа çыхăннине суйланă, механизатора вĕренсе тухнă.

Ку тăрăхра ял хуçалăх предприятийĕ тахçанах арканнă пулин те ĕç çуккишĕн нăйкăшса лармасть Илья Егорович Крылов. Çур кунĕсем çитсенех хĕрÿ ĕççи пуçланать унăн. «Беларусь» тракторĕпе пĕрисене çĕр сухаласа памалла, теприсем культиваци тутарасшăн, ĕçĕ çителĕклех. Утçи вăхăтĕнче вара ир-ирех тухса каять те сĕм çĕрле çеç таврăнать. Кĕр кунĕсенче те канлĕх çук икĕ ача ашшĕн. Кил хуçи арçынĕпе танах унăн Евгения мăшăрĕ те техникăпа пĕр чĕлхерен. 30 çултан кăшт çеç иртнĕскер упăшкин ал çитмесен пахчари чылай ĕçе мотоблокпа пурнăçлать.

- Хамăрăн 3 гектар тата 60 сотăй çĕр пур. Унта нумай çул ÿсекен курăксене çитĕнтеретпĕр, - кĕскен пĕлтерет вăл.

Крыловсен çемье тупăшĕшĕн çамрăксемпе танах ваттисем те сахал мар тăрăшаççĕ. Йышлă выльăх-чĕрлĕхе пăхасси ытларах чухне аслă çулсенчи Зоя Гавриловнăпа Егор Ильич тата Евгения кинĕ çинче. 3 ĕне, пĕр чупнă тына пăру тата темиçе çамрăк выльăх патĕнче ĕç сахал-и вара; Ĕçленине кура тупăшне те илме пулать. Кулленех патшалăха 40 литр ытла сĕт параççĕ. Хăйсен сĕтелĕ çинчен те татăлмасть юр-варĕ.

Ваттисемпе çамрăксем пĕр пулса кил хуçалăхне те çирĕп çавăрнă. Пушă вăхăта та усăсăр ирттермеççĕ Крыловсем. Арçынсем гаражра техникăна ĕççине хатĕрлеççĕ, агрегатсен юсавлăхне тĕрĕслеççĕ. Хĕрарăмсем вара çекĕлпе, йĕппе тĕрлĕ япала маçтăрлаççĕ.

Э.ЭЛИНА.  

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429241, Аликовский район, с. Раскильдино, ул. Ленина, д. 70
Телефон: 8(83535) 22-8-06
Факс: 8(83535) 22-8-06
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика