ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă çамрăксем - пуласлăх калчисем

05 апреля 2016 г.

 "Пултаруллă çын пур çĕрте те пултаруллă", - теççĕ. Çак сăмахсемпе килĕшмесĕр тăма чăннипех те çук. Хăш-пĕр вĕренекенсем пур çĕре те ĕлкĕрме, пуçарулăхĕпе палăрма ăçтан вăхăтне тупаççĕ тульккăш? Çине-çине олимпиада-конкурссене, интернет викторинăсене хутшăнаççĕ. Вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пыни кăна мар, ваттисене те пулăшма тăрăшни савăнтарать. Сăмахăм Нĕркеç вăтам шкулĕнче вĕренекен Настя Белкина пирки пырать.

- Вăхăтпа тĕрĕс усă курма пĕлмелле. Вара пур çĕре те ĕлкĕрен, - хуравларĕ манăн ыйтусем çине хастар Настя.

Маттур хĕрпĕрчи Хирти Ĕнел ялĕнче Маринăпа Андрей Белкинсен çемйинче 2000 çулта çут тĕнчене килнĕ. Настя пирки чăн та тĕрлĕ енлĕн аталаннă тата пысăк тавракурăмлă тесе калама пулать. Тен, ашшĕпе амăшĕ, асламăшĕ те пысăк пĕлỹллĕ пулнăран, вăл мĕн кĕçĕн класранах шкул предмечĕсенче киленĕç тупнă. Пултаруллă çамрăк шкулта хăйне лайăх енчен çеç кăтартать, кашни дисциплинăпа ĕлкĕрсе пырать. Уйрăмах вара гуманитари ăслăлăхне кăмăллать, час-часах литература тĕнчине путать. Настя Белкина кашни çулах Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадин районти тапхăрне хутшăнса яланах малтисен йышне лекет. Унсăр пуçне тăван ен истори-йĕпе культурин предмечĕпе республикăри конкурссене хутшăнса çĕнтерỹçĕ пулса тăрать. Хĕрача кашни çулах районта иртекен "Наука. Пултарулăх. Аталану" наукăпа практика конференцийĕсене хатĕрленме вăхăт тупать. Настьăн пултарулăхĕпе талантне "Русский медвежонок", "Инфознайка", "Чувашская ласточка", пĕтĕм халăхсем хушшинчи "Кенгуру", "Британский бульдог" вăйă-конкурссене хутшăнса çĕнсе илнĕ дипломсем çирĕплетеççĕ.

Яланах малалла талпăнакан хĕрача - шкулта иртекен кашни мероприятин активлă участникĕ. Вăл - шкулти аслă классем хушинчи "Ровесник" самоуправлени тата "Единая Россия" партин çамрăксен гвардийĕ" обществăлла организацийĕн членĕ те. Настя хутшăнакан агитбригада районти конкурссенче пĕрре мар малтисен йышĕнче пулнă, вĕсем - "Земли родной краса", "Ликуй, победная весна!" конкурссен çĕнтерỹçисем. Настьăна тĕрлĕ конкурссем, викторинăсем, мероприятисем хатĕрленĕ чухне те час-часах курма пулать. Чиперкке спорта та кăмăллать, пушă вăхăтра хăйĕн кĕлеткине пи-çĕхтерме тăрăшать.

Кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине те илме тивĕçрĕ вунулттăри Настя Белкина.

- Ку хыпара илтсен çав тери хĕпĕртерĕм! Хам та питĕ кĕтрĕм те ĕнтĕ, анчах мана Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине параççех тесе шутламан. Стипенди укçине пухса вара ноутбук илес кăмăл пур. Шкул пĕтернĕ хыççăн юридици факультетне вĕренме кĕме ĕмĕтленетĕп, - тет маттур хĕрача.

Паянхи çамрăксем çирĕп тĕллевлĕ пулни пурне те савăнтарать. Çакăн пек маттурсене хамăрăн малашлăха шанса пама та юрать. Настьăна вара пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма, ĕмĕчĕсене тата тĕллевĕсене пурнăçлама ăнăçу тата телей сунатпăр.

Н.АРХИПОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика