Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Социаллă пулăшу мелĕсем улшăнчĕç

16 марта 2016 г.

2015 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Чăваш Республикин "Граждансен уйрăм категорийĕсене пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă услугăсемшĕн тÿлеме социаллă пулăшу мелĕсемпе тивĕçтерессин формисем çинчен" Саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" 68-мĕш номерлĕ Саккуна алă пусрĕ. Саккун кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вăя кĕчĕ. Улшăнусем районта пурăнакансенчен чылайăшне пырса тивнине шута илсе вĕсем пирки тĕплĕнрех республика Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствин районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхне Валентина АНИКИНĂНА паллаштарма ыйтрăм:

- Федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансен шутне Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем, вăрçăра вилнĕ çар çыннисен тăлăх мăшăрĕсем, çапăçусене хутшăннă ветерансем, Чернобыль инкекне пĕтерме хутшăннисем, пĕрремĕшпе иккĕмĕш тата виççĕмĕш ушкăн инваличĕсем, инвалид ачасене пăхса ÿстерекен çемьесем кĕреççĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе тăлăх мăшăрсем 438 çын, инвалидсем 2375 çын, Чернобылецсем 16 çын шутланнă.

Федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансене хваттерсемшĕн тата коммуналлă услугăсемшĕн тÿлеме кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕччен социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă уйăхсерен укçан тÿлесе тăнă. Асăннă сумма инвалидсен 736 тенкĕпе, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсен - 391 тенкĕпе тата çемьере пурăнакан хăйĕн ачисене - 391-шер тенкĕпе, вăрçăра вилнĕ çар çыннисен тăлăх мăшăрĕсен - 391 тенкĕпе тата ачисене - 113-шер тенкĕпе, çапăçусене хутшăннисен - 113 тенкĕпе тата çемьен кашни членĕ пуçне - 113 тенкĕпе, Чернобылецсен - 391 тенкĕпе тата мăшăрĕпе çул çитмен ачисене - 113-шер тенкĕпе танлашнă.

Саккуна улшăнусем кĕртнĕ май федераци çăмăллăхĕсемпе тивĕçтерессин йĕрки улшăнать. Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса июлĕн 31-мĕшĕччен тÿлевĕн çĕнĕ йĕрки çине куçса çитмелли тапхăр пулать. Малашне çăмăллăха тивĕçнисене уйăхсерен ятарлă укçа тÿлевĕ мар, укçа тÿлевĕн компенсацине пама тытăнаççĕ. Урăхла каласан, чăннипе хваттершĕн тата коммуналлă услугăсемшĕн тÿлеме мĕн чухлĕ укçа расхутланине кура процент шучĕпе саплаштарма пуçăнаççĕ.

Тÿрех палăртса хăварасшăн, граждансен хыпкаланма, документсем хатĕрлеме е заявленисем çырмалла пулмасть. Хваттершĕн тата услугăсемшĕн унччен мĕнле тÿленĕ, çавăн пекех малашне те тÿлесе тăмалла. Пурăнакан çурт-йĕр ялта харпăр хăйĕн е уйрăм хваттер пулнине, федераци çăмăллăхне илсе тăраканăн çемйинче миçе çын пурăннине кура вара компенсаци виçи те кашнин тĕрлĕрен пулма тивĕç. Çавăнпа та коммуналлă услугăсемшĕн тÿлеме чăннипе мĕн чухлĕ укçа расхутланнине çирĕплетесси пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Эпир вара çăмăллăхсемпе усă куракан кашни çын коммуналлă услугăсемшĕн мĕн чухлĕ тÿленине услугăсемпе тивĕçтерекен организацисенчен электрон мелпе хамăр илсе тăма тытăнатпăр.

Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса июлĕн 31-мĕшĕчченхи тапхăрта федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх услугисемшĕн уйăхсерен тÿленĕшĕн компенсаци мĕн чухлĕ памаллине коммуналлă услугăсен хакĕн республика стандартне кура палăртаççĕ. Ăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çирĕплетнĕ. Вăл кашни район тата кашни ял тăрăхĕн территорийĕнче тĕрлĕрен.

Уçăмлатса татах тепĕр хут калатăп. Коммуналлă услугăсемшĕн тÿлессин йĕрки улшăнман. Вĕсемшĕн унчченхи пекех тÿлемелле. Кайран вара граждансене тÿлев суммисене çирĕплетекен документсене кура услугăсемшĕн компенсаци куçарса парĕç. Апла пулсан пур услугăшăн та вăхăтра, туллин тÿлесе тăни пĕлтерĕшлĕ самант пулса тăрать. Парăмçăсем вара парăмсене парса татмасăр компенсацие тивĕçеймĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика