Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Персонал çухалса кайман

23 марта 2016 г.

Мартăн 21-мĕшĕнче 11 сехетре Муркашри пушар чаçне ватă çынсемпе инвалидсен Йÿçкассинчи интернат çуртĕнче пушар тухни пирки пĕлтернĕ. Пушара сÿнтерме республика пушар хуралĕн 2 подразделенине тата ведомство пушар хуралĕн 3 подразделенине чĕнсе илнĕ.

Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектра пушар тухни пирки çийĕнчех Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева пĕлтернĕ. Лару-тăрăва республика ертÿлĕхĕ тĕрĕслесе тăнă.

Интернат çуртри персонал çуртăн иккĕмĕш хутĕнче тĕтĕм тухнине асăрхасанах 49 пациента çийĕнчех эвакуациленĕ, хăйсен вăйĕпех пушара сÿнтерме тытăннă, пушара сарăлма паман.

Малтанласа палăртнă тăрăх, пушар тухнин сăлтавĕ пациентсенчен пĕри вырăн çинче пирус туртнипе çыхăннă. Икĕ пациента пиçсе кайнипе республика больницине ăсатма тивнĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР сывлăх сыхлавĕн министрне Алла Самойловăна инкек тÿснисене пулăшу парассине тĕрĕслесе тăма, ГКЧС председательне Вениамин Петрова кун пек тĕслĕхсене асăрхаттарас тĕллевпе служба тĕрĕслевĕ ирттерме хушнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика