Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăхрах ĕçлес тĕллевпе

29 апреля 2016 г.

Лайăхрах ĕçлес тĕллевпе

Эпир кашни çĕнĕ хуçалăх çулĕнченех ыррине кĕтетпĕр, хамăрăн ĕçе-хĕле лайăхлатса пыма тăрăшатпăр. Пирĕн ентеш, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Николаевич Иванов ертсе пыракан "Акконд" акционерлă общество авă 1994 çултанпа производство калăпăшĕсене чакармасăр ĕçлесе пынине вуласа пĕлтĕмĕр район хаçатĕнче, иртнĕ 2015 çулта вĕсем производство хăвачĕсене малалла ỹстернĕ.

2015 çул пирĕншĕн те, енĕшнăрвашсемшĕн, начарах пулмарĕ. Çутçанталăк пулăмĕсем те ял ĕçченĕсене питех чăрмантармарĕç. Кĕске вăхăтра çуракине вĕçленĕ. Мĕншĕн тесен умĕнхи çул, кĕркунне, акмалли мĕнпур çĕре сухалаттарса хăварнăччĕ "Красная Чувашия" ЯХПК председателĕ пулнă Анатолий Васильевич Данилов.

Пĕлтĕр çу каçа тырри-пуллине те, утă-улăмне те (чăн та, утă пахалăхĕ Начартарах) выльăхсене ăнăçлă хĕл каçармалăх, вĕсенчен продукци илмелĕх хатĕрленĕ кооперативра ĕçлекенсем.

Яланхи пекех йỹнĕ хакпа тырă та панă лайăх ĕçлекенсене. Утă-улăмпа та çителĕклех, тỹлевсĕрех тивĕçтерчĕ правлени членĕсем килĕшнипе Виктор Анатольевич Шутов председатель.

Ферма ĕçченĕсем те тăрăшрĕç выльăх-чĕрлĕхе сыхласа хăварма тата унран пахалăхлă продукци ытларах илме. Ферма пысăках мар пулин те, ĕне выльăх сутса 3 миллион та 922 пин, сĕтрен 8 миллион та 572 пин тенкĕ пырса кĕнĕ хуçалăх кассине. Тырă сутса тепĕр 2 миллион та 212 пин тенкĕ тунă.

Чăн та, ферма питĕ кивĕ пирĕн, енĕшнăрвашсенни пек витесем таврара урăх çук та пулĕ. Ытларах лашапа тăватпăр ĕçсене, çавăнпа çынсем те нумайрах кирлĕ ĕçлеме. Çăмăл мар кунашкал условисенче продукци илессине ỹстерсе пыма, çитменнине, ферма та аякра вырнаçнă. Юрать-ха, Петр Игнатьевич водитель, хăй пенсире пулсан та, хĕлĕн-çăвĕн пĕр канмасăр машинăпа илсе çỹрет фермăна. Кунне тăваттă-пиллĕк хутлать. Телее, ỹркенмест, техникине тирпейлĕ тытать.

Çавах та 2015 çул укçа-тенкĕ енчен йывăртарах пулчĕ кооператившăн, çавăнпа çамрăк выльăхсем сутма тиврĕ. Çапах та сăвакан ĕнесен йышне упраса хăвартăмăр, 165 пуç вĕсем пирĕн, кĕтỹ пысăкăшне чакармарăмăр. Вĕсенчен кăçал пĕлтĕрхинчен ытларах продукци илес тĕллевпе вăй хуратпăр. Ĕнесем халь массăллă пăрулаççĕ. Анчах хальлĕхе пĕлтĕрхи ку вăхăтринчен сахалрах сăватпăр-ха.

Çамрăк пăрусем пăхса илессипе пĕлтĕр умĕнхи çулхи пекех лайăх ĕçлерĕмĕр, 156 пăру илтĕмĕр, икĕ пăру ытларах та. Çакăнта, выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе пĕрлех, выльăх тухтăрĕн Елена Николаевна Романован тỹпи те пысăк. Ĕнесене вăхăтра вакцинаци туса пынипе тата кирлĕ пек пăхса тăнипе çыхăннă çак кăтарту. Пăрусем пăхнă çĕрте Владимир Константинович Евдокимовпа Лидия Николаевна Александрова тата Виктор Архипович Федотов лавçă тăрăшса ĕçлеççĕ. Вĕсен ушкăнĕнчи пăрусем талăкра вăтамран 800 грамм ытларах ỹт хушнă.

Ытти выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те хастар. Вĕсен ĕçĕсем те пархатарлă. Анчах хальхинче пурне те ятран асăнса тăмăпăр.

"Ял ĕçченĕ" хаçата вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ, халĕ пирĕн ялхуçалăх кооперативĕн çĕнĕ ертỹçĕсем - Николай Викторович Ильбеев председатель тата унăн çумĕ Дмитрий Валерьевич Семенов. Лара-тăра пĕлменскерсем, вăхăта тăсмасăр юхăнса ларакан сысна ферминчен ĕне ферми тума пуçларĕç. Ăна кĕркунне валли хута ярас шухăш-кăмăллă вĕсем. Правлени çурчĕн пĕрремĕш хутĕнче апат-çимĕç лавкки те уçрĕç. Çынсем хапăлах çỹреççĕ унта, хăйсене кирлĕ апат-çимĕç таварĕсем туянаççĕ. Ĕçлекенсене кооперативра ĕçшĕн вăхăтра тỹлеме тăрăшаççĕ, çынсене çакă та тухăçлă ĕçлеме хавхалантарать.

Т.ФЕДОРОВА, "Красная Чувашия" ял хуçалăх кооперативĕн зоотехникĕ, ферма заведующийĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика