Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай сĕтшĕн тăрăшаççĕ

29 марта 2016 г.

Выльăх-чĕрлĕх пăхакансемшĕн çулталăкăн пур вăхăтĕнче те хĕрÿ тапхăр. Фермăсенче яра куна ĕç вĕрет. Выльăхсене ăнăçлă çăва кăларассишĕн тăрăшаççĕ. Пур пек апатпа пĕлсе, кирлĕ пек усă курасси тĕп вырăнта. «Новый путь» хуçалăхра, сăмахран, ĕнесене тутлăлантарса, çемĕçтерсе хатĕрленĕ хутăш апатпа кăна тăрантараççĕ. Çавна май Чăваш Сурăм, Шĕвĕш, Юлăш фермисен сăвăмĕ те пысăк. Хуçалăхра кашни ĕнерен вăтамран 20 килограмран кая мар сĕт сăваççĕ.

Юлашки вăхăтра «Авангард» хуçалăхри ферма ĕçченĕсем те кăтартăва чылай лайăхлатрĕç. Кăканарсем кун йĕркине çирĕп пăхăнаççĕ. Выльăхсене пуян рационпа килĕшÿллĕн тăрантараççĕ, вĕсен умĕнчен шывĕ те татăлмасть. Кунти ĕнесем талăкра вăтамран 16 килограмран кая мар сĕт параççĕ.

Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра та выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарнă. Юлашки çулсенче çĕкленнĕ çĕнĕ витере микроклимат лайăх. Утă-улăмне, сенаж-силосне тулăх хатĕрленĕ. Лайăх условисенче вăй хуракан ĕçченсен кăтартăвĕсем те лайăх. Вĕсем кашни ĕнерен куллен 11 килограмм сĕт сăваççĕ.

Раиса ДАНИЛОВА,

район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе

экологи пайĕн специалисчĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика