Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрлăх çителĕклĕ, кондициллĕ

29 марта 2016 г.

Ульянов ячĕллĕ хуçалăх ĕçченĕсем ял хуçалăх культурисене тухăçлă ÿстерме тĕллев лартнă. Ăнăçлăхĕ вара вăрлăхран нумай килет. Çавна тĕпе хурса иртнĕ çу кунĕсенчех ĕçе лайăх йĕркеленĕ. Уй-хиртен килекен ылтăн пек тырра çийĕнчех аласа тасатнă, типĕтнĕ. Ку енĕпе ятарлă звено тăрăшса ĕçленĕ. Апла пулин те хăш-пĕр культурăсем ака стандартне ларайман.

Мăнвылăсем юлашки вăхăтра ырă улшăну туни куç кĕрет. Акмалли тырăсене пĕтĕмĕшпех тепĕр хут аланă. Çанталăк уяр тăнă кунсенче йĕтем çинче сортировка шавĕ чарăнма та пĕлмен. Паянхи куна илсен, «Эльф» урпа, «Маргарита» тата «Свеча» çурхи тулă - пĕтĕмпе 1470 центнер йăлтах кондициллĕ.

Хуçалăхра вăрлăх улăштарса илессипе те ĕçлерĕç. «Симбирцид» элита çурхи тулă туянчĕç. Таса та типĕ вăрлăха кĕлетре те кирлĕ пек усраççĕ.

Надежда АФАНАСЬЕВА,

РФ Ял хуçалăх центрĕн Элĕкри уйрăмĕн

специалисчĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429242, Аликовский район, с. Большая Выла, ул. Калинина, д. 1
Телефон: 8(83535) 51-2-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика