Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç укçине конвертпа тÿлессинчен хăтăлар

25 января 2016 г.

2015 çулхи майăн 10-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинче 18 районпа тĕп хулара ĕç саккунне пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă. 3713 çынна ĕçлеттернĕ, анчах хутшăнусене официаллă килĕшÿпе çирĕплетмен тĕслĕхсем пулнă.

Ĕçпе тивĕçтерекенпе килĕшĕве çирĕплетмесĕр вăй хуракан çынсен шутне чакарас тĕллевпе республикăра тăтăшах тĕрĕслев ирттереççĕ. ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев ку ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрма кирлине палăртнă. Ку енĕпе Вăрмар тăрăхĕнче ĕçсем епле пыни çинчен райадминистрацин пуçлăхĕн заместительне - экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ пайĕн начальникне Н.Красновăна каласа пама ыйтрăмăр (ÿкерчĕк çинче).

– Надежда Ильинична, яланхиллех çивĕч ыйту канăç памасть. Саккунсăр майпа ĕçпе тивĕçтерессине тупса палăртас тĕлĕшпе пирĕн районта мĕнле ĕçсем пурнăçланаççĕ?

– Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн 2015 çулхи январĕн 30-мĕшĕнчи 39 номерлĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн район халăхне саккунсăр майпа ĕçпе тивĕçтерессине чакарассипе ятарлă ĕçлĕ ушкăн йĕркеленĕ. Çавна май иртнĕ çул ĕçлĕ ушкăн 8 канашлу туса ирттернĕ, контроль тата надзор енĕпе ĕçлекен органсене 5 материал ярса панă. Ĕçлĕ комисси ушкăнĕ кашни канашлу хыççăн Вăрмар район прокурорĕн пулăшуçипе К.Исаевăпа ятарласа районти предприятисемпе организацисене, уйрăм çын предпринимательсем патне, суту-илÿ точкисене тухса çÿресе тĕрĕслÿсем ирттернĕ. Кунашкал тĕрĕслев рейчĕсем пĕлтĕр 27 хутчен ирттернĕ, 96 хуçалăх субъекчĕсенче пулнă.

– Ĕç параканпа ĕçлекен хушшинчи çирĕплетмен миçе килĕшĕве тупса палăртнă?

– Иртнĕ çул ку енĕпе пĕтĕмпе 679 çирĕплетмен тĕслĕхе тупса палăртнă. Тĕслĕхрен, районти пĕр стоматологи уйрăмĕнче 2 çын, «Евросетьре» - пĕрре, «Вăрмар пасарĕ» муниципаллă унитарлă предприяти территорийĕнче вырнаçнă суту-илÿ точкисенче темиçе тĕслĕх, Пинер ялĕнчи пĕр лавккара пĕр тĕслĕхе тупса палăртнă.

– Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа çыхăнса вырăнти халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе мĕнлерех мероприятисем туса ирттернĕ?

- Районта пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе ĕçпе тивĕçтерекен районти центр Раççей Федерацийĕнчи регионсемпе çыхăну тытать. Сăмахран, Мускав, Чулхула, Хусан хулисемпе Мускав облаçĕсенчи предприятисемпе, организацисемпе çыхăнса вĕсемпе ĕç килĕшĕвĕсем туса çынсене ĕçе вырнаçма пулăшать. Акă, Раççей Федерацийĕн Горьки чукун çулĕн Хусанти уйрăмĕпе 7 ĕç килĕшĕвне çирĕплетнĕ. Çак ĕç малалла пырать.

– Хальхи вăхăтра сакунсăр майпа ĕçлесси хăш тытăмсенче уйрăмах палăрать?

– Калас пулать, пирĕн район ытти районсемпе танлаштарсан хăйнеевĕрлĕхпе уйрăлса тăрать. Ку вăл уйрăм çынсем килте кĕпе-йĕм çĕлессипе, Вăрмарти автостанци умĕнче таксистсем йышлăн халăха тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем кÿнипе çыхăннă. Чылайăшĕ вĕсенчен саккуна пăхăнса ĕçлемест. Çак йĕркесĕрлĕхе пĕтерес тĕллевпе кăçал асăннă комисси ушкăнĕ ятарласа рейдсем йĕркелеме палăртнă.

– Саккунсăр майпа ĕçлекенсене мĕн кĕтет-ши?

– Чи малтанах эпир предприяти е организаци руководителĕсене, уйрăм çын предпринимательсене ку енĕпе асăрхаттаратпăр, хăйсен ĕçне тĕрĕс йĕркелеме вăхăт паратпăр. Телее, хăйсен йăнăшне ăнланса илеççĕ вĕсем, ĕçлекенпе ĕç паракан хушшинчи килĕшĕве официаллă майпа çирĕплетеççĕ. Енчен вĕсем Федераллă саккунăн 212 статйине пăхăнса ĕçлесшĕн мар пулсан 5-10 пин таранччен штрафлаççĕ. Уйрăм çын предприниматель пулни çинчен калакан документ пулмасан 40 пин тенкĕ таран штраф тÿлеме тивет.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика