Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ыркăмăллăх» ят ырă сăмахран пуçланать

12 марта 2016 г.

Кашни çулах республикăра «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» Ыркăмăллăх марафонĕ старт илет. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн вара районти Культурăпа кану центрĕнче çак марафона чаплă лару-тăрура уçрĕç.

Мĕн авалтан «Ырă туни çĕре ÿкмест», - тенĕ пирĕн несĕлсем. Йывăр вăхăтра алă панине нимĕн те çитмест. Мероприятие уçма Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов хутшăннă. М.Пуклаков предприятисемпе организацисен, учрежденисен руководителĕсене, уйрăм çын предпринимательсене, чунĕпе хытман çынсене çак пархатарлă ĕçе хутшăнма кăмăл тунăшăн тав тунă. Марафон тĕрлĕ сăлтавсене пула йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ граждансене мĕн чухлĕ пулин те пулăшу кÿме пултарасси çинчен каланă.

«Ачасене - уйрăмах сусăрсене, тăлăхсене - пулăшу кÿни ыркăмăллăхăн чи çÿллĕ шайĕ. Çынсен чунран тухакан туйăмĕ иксĕлменни савăнтарать», - тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов хăйĕн сăмахĕнче.

Марафон пухмачне çак кун чи малтанах хăйсен тÿпине ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, районти тĕрлĕ предприятисемпе организацисен, учрежденисен руководителĕсем хывнă.

«Пуçламăшĕ пулсан - ĕç вĕçне те туян», - тенĕ халăхра. Ыркăмăллăх пухмачĕ малалла тулса пырасса, çынсен чунĕнче пулăшу туйăмĕ сÿнмессе пурте шанатпăр. Марафон вăхăтĕнче пухнă укçа-тенкĕпе мĕнле усă курнипе уççăн паллаштарĕç, унăн пулăшăвне нумай ача туйса илĕ.

Вăрмар районĕнчи организацисемпе предприятисем, учрежденисем, предпринимательсем, уйрăм çынсем нихăçан та çак акцинчен пăрăнса юлман, кăçал та çапла пуласса шанатпăр.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика