Яншихово-Челлинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Красноармейский район

Яншихово-Чёллинское

сельское поселение

 
 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канашларĕç, тĕллевсене палăртрĕç

22 марта 2016 г.

Канашларĕç, тĕллевсене палăртрĕç

Иртнĕ кĕçнерникун Трак енри граждансен итоглă конференцийĕ пулса иртрĕ. Ăна ку хутĕнче вырăна тухса, Кĕçĕн Шетмĕри кану центрĕнче йĕркелерĕç. Конференцие хутшăнакансем малтанах Э. Юрьев ячĕллĕ музей-ỹкерчĕксен галерейине çитсе курчĕç, кунти çĕнĕ экспонатсемпе паллашрĕç, кану центрĕн фойинче Н. Федорован (Кĕçĕн Шетмĕ), С. Мефодьеван (Красноармейски) ал ĕçĕсенчен йĕркеленĕ куравпа интересленчĕç, вырăнти кану центрĕ çумĕнчи ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. Петрова ертсе пыракан пултарулăх ушкăнĕн пултарулăхне пăхса киленчĕç. Нумаях пулмасть хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсен иртнĕ çулхи ĕçне хакласа районти Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн премине панă. Залра Трак енри ялсен старостисем, ял активĕ. Конференцие уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Молотков çакна палăртрĕ: “Асăннă конференцие ирттерме Кĕçĕн Шетмĕне ытахальтен суйласа илмерĕмĕр. Социаллă-экономикăллă аталанăвĕн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсемпе вĕсем Трак енри ял тăрăхĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Тата кăçалхи утă уйăхĕнче Район кунне Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕнче ирттерме пăхатпăр”. Сергей Львович иртнĕ çул туса ирттернĕ тĕп ĕçсене асăнчĕ. “Çакăнта ял старостисен, урамсемпе çуртсен комитечĕсен председателĕсен иксĕлми тỹпи пур, — терĕ вăл. — Вĕсем ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен пĕрремĕш пулăшаканĕсем, шанчăклă çыннисем”. Кăçалхи тĕллевсем çинче чарăннă май вăл çакна палăртрĕ: “Мăн Шетмĕре тата Красноармейскинче çĕнĕ чиркỹсем çĕклеççĕ, строительство керамикин “КЕТРА” завочĕ пулăшу кỹнипе “Таса пĕвесем” программăпа ĕçе кỹлĕнтĕмĕр, укçа-тенкĕ хĕсĕк пулин те, кăçал тата икĕ тăлăха хăтлă хваттерпе тивĕçтерме май пур, çăва тухсан райцентрти Союзная тата Çĕньял Чуракассинчи Октябрь урамĕсенче çул-йĕр строителĕсем ĕçе тытăнĕç, çу варринче Яманакра ФАП ĕçе яма, Упи вăтам шкулĕн спортзалне тĕпрен юсама пăхатпăр”. С. Молотков общество ĕçне хастар хутшăннисен пысăк ушкăнне райадминистрацин Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене пачĕ. Конференци делегачĕсем умĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, парламентăн финанс тата бюджет енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ И. Кушев, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ В. Николаев тухса калаçрĕç, вĕсем хăйсен сăмахĕнче вырăнти лару-тăрăва тишкерсе вун-вун цифра илсе кăтартрĕç. ЧР муниципаллă йĕркелỹсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ С. Николаев “Вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса панă чухне старостăсемпе депутатсен пĕлтерĕшне ỹстересси” темăпа сăмах илчĕ. Станислав Андреевич чи пултаруллă активистсене çак тытăмăн Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Конференцире çавăн пекех Раççей Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи “Цивильский” пайĕн хамăр районти уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Козлов майор (иртнĕ çул тунă преступленисене тишкерчĕ), ЧР 7№-лĕ ФНСăн районсем хушшинчи инспекцийĕн начальникĕн çумĕ А. Кузнецова (кăçалхи деклараци кампанийĕпе тата налук саккунĕнчи тĕп улшăнусемпе паллаштарчĕ), районти ПЧ-32 начальникĕ М. Арсентьев (юлашки вăхăтра тухнă пушарсем тата вĕсен сăлтавĕсем çинчен каласа пачĕ), Чăвашстатăн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Ю. Васильева (Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравне хатĕрленсе тумалли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ), Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Ефимова (ял тăрăхĕн ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсем çинчен каласа кăтартрĕ), Пшонкă ял старости Ю. Ильин (хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарчĕ), “Трак ен” ентешлĕх ертỹçи А. Львов, район пуçлăхĕ О. Димитриев тухса калаçрĕç. Юлашкинчен С. Молотков пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ. 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский р-н, с.Яншихово-Чёллы, ул.Учительская, д.1
Телефон: 8(83530) 34-2-19
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика