Алдиаровское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăçсен ăмăртăвĕ

18 марта 2016 г.

Пулăçсен ăмăртăвĕ

Пулă тытасси - интереслĕ те илĕртỹллĕ пулăм. Ĕçлесе ывăннă хыççăн çын уçă сывлăшра канать, çутçанталăк илемĕпе савăнать. Уйрăмах арçынсем пулла çỹреме юратаççĕ. Малтанхи пĕчĕк е пысăк пулла туртса кăларнă чух вăл еплерех вăлта çинче авкаланни те, вĕçерĕнсе каялла шыва туртăнни те чуна килентерет.

Юлашки сивĕ кунсемпе усă курса Элпуç ял тăрăхĕнче вăлтапа пулă тытассипе ăмăрту йĕркелерĕç. Таврари ялсенчен чылай çын хутшăнчĕ унта. Кашни пулăçăн хăйĕн меслечĕ, вăрттăнлăхĕ. Çакна сăнама питех те кăсăклă. Паллах, пултаруллисем малтисен ретĕнче ĕнтĕ. Çĕнтерỹçĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Василий Козлов парнесемпе хавхалантарчĕ.

А.ЕФИМОВА, культура ĕçченĕ.

А.МОИСЕЕВ сăн ỹкерчĕкĕ.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429293, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Алдиарово, пер. Набережный-13
Телефон: 8(83548) 2-02-07
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика