Алдиаровский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвай пикин пĕчĕк юбилейĕ

18 марта 2016 г.

Тăвай пикин пĕчĕк юбилейĕ

Çак кунсенче районти культура çурчĕн сцени çинче "Тăвай пикин" V конкурсĕ иртрĕ. Ку мероприятие питĕ килĕштереççĕ Тăвай енре, çулленех залра ларма вырăн юлмасть. Чăваш халăх йăли-йĕркине, культурине упрама, çамрăксенчен чи талантлисене тупса палăртма, ял тăрăхĕсенчи каччăсемпе хĕрсен туслăхне çирĕплетме пулăшать вăл.

"Тăвай пики-2016" конкурса кăçал "Queen Dancing" ташă ушкăнĕ пуçларĕ, хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Унтан иртнĕ çулсенче мала тухнă пикесене саламларĕç пухăннисем. Вĕсен йышĕнче - Анжела Илларионовапа (1 вырăн, 2012 çул) Татьяна Короткова (2 вырăн), Татьяна Константиновапа (1 вырăн, 2013 çул) Наталия Королева (2-мĕш вырăн), Кристина Федотовапа (1 вырăн, 2014 çул) Эллада Данилова (2 вырăн), Анастасия Гурьевапа (1 вырăн, 2015 çул) Екатерина Кольцова (2 вырăн). Асăннă мероприяти малтанхи çулсенче епле иртнине тепĕр хут куç умне кăларма пулăшрĕç видеокадрсем.

Унтан хаваслă кĕвĕпе "Тăвай пики-2016" конкурса хутшăнакан хĕрсем утса тухрĕç.

ЧНК районти уйрăмĕн ертỹçи Анатолий Кириллов, культура çурчĕн директорĕ Арина Алексеева тата ыттисем пикесене çĕнтерỹ, яланах паянхи пек хаваслă пулма сунчĕç. ЧНК Президенчĕн Н.Угасловăн ăшă сăмахĕсене те çынсем патне çитерчĕ Анатолий Николаевич.

Кăçал Снежана Журавлева (1-мĕш номер), Ирина Артемьева (2), Анжела Никифорова (3), Кристина Степанова (4), Маргарита Алексеева (5), Валерия Николаева (6), Дарья Совина (7), Диана Иванова (8) кăмăл тунă хăйсен илĕртỹлĕхĕпе паллаштарма.

Вĕсем пурте чăваш чĕлхине лайăх пĕлеççĕ, номерĕсем фантазипе пуян пулчĕç, залра ларакансемпе те çыхăну тытма пĕлеççĕ хăйсем сцена çинче чухне.

Жюри членĕсене - Чăваш наци конгресĕн Тăвайри уйрăмĕн председательне Анатолий Кириллова, "Паснерка" турист базин ертỹçине Петр Восторгина, "Тăвай пики-2010" ята çĕнсе илнĕ Алиса Тихонована, "Тăвай пики-2015", "Вице Чăваш пики-2015" ятсемлĕ Анна Гурьевана, "Орифлейм" фирма консультантне Людмила Мосинана пĕрре те çăмăл килмерĕ хĕрсен пултарулăхне хаклама. "Пĕринчен тепри маттур-çке", - терĕç вĕсем.

Конкурса хутшăнакансем малтан, тĕрлĕ майпа усă курса, хăйсем çинчен каласа кăтартрĕç, чăваш халăх йăли-йĕркине, историне лайăх пĕлнине çирĕплетрĕç.

Снежана Журавлева, Ирина Артемьева, Анжела Никифорова, Кристина Степанова, Маргарита Алексеева, Валерия Николаева, Дарья Совина, Диана Иванова тĕрлĕ халăхсен туй йĕркисене кăтартрĕç. Ку номере пурнăçлама хĕрсене каччăсем пулăшрĕç.

Виççĕмĕш конкурса хутшăнма хуплу, шăрттан, çăкăр пĕçерсе килнĕ, сăра тунă, хуртан лайăх блюдо хатĕрленĕ маттурскерсем тата ытти те. Хăйсен çимĕçĕсене жюри членĕсене сĕнчĕç.

Тăваттăмĕш тупăшура пикесем чăваш халăхĕн кĕписемпе пулчĕç, ташлама ăста пулнине кăтартса пачĕç.

"Тăвай пики-2016" ята Ураскассинче пурăнакан Анжелика Никифорова илме тивĕçлĕ пулни çирĕпленчĕ. "Вице Тăвай пики-2016" титула Тăвай ялĕнчи Дарья Совинана пачĕç. Çĕнтерỹçĕпе пĕрешкел балл пухрĕ вăл. Интернетра вара Анжеликăшăн ытларах çын сасăланă, çакăншăн ăна хушма 5 балл пачĕç. Тăрмăшри Валерия Николаева "Куракансем кăмăлланă пике", Кристина Степанова "Ăслă пике", Диана Иванова "Пултаруллă пике", Маргарита Алексеева "Хỹхĕм пике", Ирина Артемьева "Çепĕç пике", Снежана Журавлева "Сăпайлă пике" ятсене тивĕçрĕç.

Пурне те асăнмалăх статуэткăсем, диплом, тĕрлĕ номинаци ячĕсене çырнă лентăсем, малтанхи виçĕ вырăна тухнисене вара хаклă парнесем пачĕç.

"Тăвай пики-2016" конкурса Наталия Королевапа Наталия Афанасьева балетмейстер-постановщиксем, Елена Семенова художник, Федор Трифонов сасă режиссерĕ тата ыттисем тăрăшнипе сцена çине кăларнă. Программăна чăваш эстрадин артисчĕ Иван Архипов ăнăçлă ертсе пынă, çавăн пекех Шупашкартан килнĕ Виктория Захаровапа Михаил Ăраскал, юрăсем шăрантарса, çынсене савăнтарнă. Енĕш Нăрваш ялĕнчи "Упа кĕтесĕ" турист базин ертỹçи С.Дмитриев Дарья Совинана ("Вице Тăвай пики-2016") тỹлевсĕр канма ирĕк паракан сертификат тата программăна ирттерме пулăшу панă. "Аль" спорткомплекс директорĕ Анатолий Кириллов Анжелика Никифорована ("Тăвай пики-2016") бассейнра тỹлевсĕр шыва кĕмелли документпа тивĕçтернĕ. Мероприятие ирттерме А.Хумышев предприниматель укçа-тенкĕ парса пулăшнă.

"Тăвай пикин" пĕчĕк юбилейĕ пурин асĕнче те яланлăхах юлчĕ ĕнтĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика