Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилейлă парада хутшăннă

11 марта 2016 г.

Юбилейлă парада хутшăннă

Александр Степанов Енĕш Нăрвашра çуралса ỹснĕ. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Канашри педколледжра малалла пĕлỹ пухса программист профессине алла илнĕ.

2014 çулхи кĕрхи призывпа Тăван çĕршыв умĕнчи çар тивĕçне пурнăçлама пуçланă. Мускав облаçĕнчи Тамански дивизире минометчик пулнă. Чи асра юлнă самант, паллах, Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 70 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ парада хутшăнни. Салтак çакăн çинчен тĕплĕн те интереслĕ каласа пачĕ. Унăн кăкăрĕ çинче çĕнтерỹ парадне хутшăннă ятпа кăларнă ятарлă медальпе пĕрле çар вĕренĕвĕнче палăрнăшăн чысланă тĕрлĕ значоксем.

2015 çулхи майăн 9-мĕшĕнче Мускаври парада Нăрвашри тепĕр яш - Рязаньти аслă çар училищин курсанчĕ Вадим Васильев та хутшăннă. Вăл та ятарлă медале илнисен йышĕнче. Ялта пĕр урамра ỹссе çитĕннĕ çамрăксем парад вăхăтĕнче пĕр-пĕрне куç хỹрипе пăхса илме пултарнăшăн та савăннă.

Александр Сергеевич хĕсметре тăма шкултанах ỹт-пỹ тата ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен хатĕр тухмаллине палăртнă. "Çĕршыв тĕрекĕ пирĕнтен кашнинчен килнине самантлăха та манмалла мар", - тенĕ шкул хăни. Вĕренекенсен ĕнерхи çар çыннинчен ыйтса пĕлмелли сахал мар пулнă.

Тĕлпулăва ОБЖ вĕрентекен О.В.Ярмулин йĕркелесе пынă. Ачасем хăнапа асăнмалăх сăн ỹкерттернĕ.

А.С.Степанов ялти музее кĕрсе курма кăмăл тунă. Хăй службăра пулнă вăхăтра музей çар экспоначĕсемпе пуянланнине те асăрханă. Çакăн пек тĕлпулу саманчĕсем те ятарлă альбомсенче çырăнса юлса упраннине ырланă.

Сăмах май, Александрăн амăшĕ _ Тăрмăшри пĕтĕмĕшле практика офисĕн врачĕ. Ашшĕ _ ăста алăллă çын, Мускава ĕçлеме çỹрет.

В.ПЕТРОВ.

Сăн ỹкерчĕкре: шкул хăнипе пĕрле.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика