Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕртăван Семеновсен ячĕпе

15 марта 2016 г.

Мăн Вылă тăрăхĕ спортсменсене çитĕнсе аталанма пулăшакан темĕнле хăватпа уйрăлса тăрать-тăр. Кунта çĕр пулăхлăхне илсе, сиплĕ çăлкуçсен шывне ĕçсе ÿснĕ чылай çамрăк спортра пысăк çитĕнÿсем туса тĕнче шайĕнче палăрнă. Пĕртăван Василий, Геннадий, Виктор Семеновсем хăвăрт утассипе, Авенир Ермолаев, Михаил Кузнецов, Олег Андреев çăмăл атлетикăра пысăк çитĕнÿсем тунă. Ку çеç-и; Тăван кĕтес ятне çĕршыв шайĕнче çĕкленипе пĕрлех вун-вун çамрăка пысăк спорта çул хывма пулăшнă, халĕ те ку енĕпе сахал мар ĕçлеççĕ. Тĕрĕссипе вара, хамăр тăрăхран тухнă, физкультурăпа спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче палăрнă ентешсен ятне асăнса та çитерес çук.

Çамрăк ăру та, паянхи шкул ачи те аслисене кура çан-çурăм пиçĕхлĕхне ÿстерессине тĕпе хурать, спортпа туслашать. Тĕслĕхрен, Е. Шашкин бокс енĕпе тĕрлĕ шайри турнирсене хутшăнса чемпион пулса тăнă. А. Иванова, Н. Ильина, Е. Васильева, О. Крылова, М. Михайлова, В. Михайлова аслă вĕренÿ учрежденийĕсен ят-сумне хÿтĕлесе тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнса çĕнтернĕ. Сăмах май, Мăн Вылă шкул команди волейбол, шашка-шахмат вăййисенче те районти вĕренÿ учрежденийĕсем хушшинче малтисен йышĕнче. Педагогсен команди те çулсеренех волейбол, шашка, теннис вăййисенче палăрать. Кунта чи малтанах тĕнче шайĕнче палăрнă ентеш спортсменсен тÿпи пысăк.

Раççей шайĕнче спорт аталанăвне уйрăмах пысăк тÿпе хывнă пĕртăван Василий, Геннадий, Виктор Семеновсем хăй вăхăтĕнче Мăн Вылă шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Спортри пуçламăш утăмсене те кунта тунă. Çакна тĕпе хурса тата пĕр харăсах пĕр килтен тĕнче шайĕнчи виçĕ спортсмен тухнине шута илсе хамăрăн шкула вĕсен ятне парас шухăш çуралнăччĕ. Мăн Вылă шкул коллективĕ 2015 çул вĕçĕнче асăннă сĕнÿпе районти депутатсен Пухăвне ыйтупа тухрĕ. Депутатсем пирĕн сĕнĕве ырларĕç, кăçал çулталăк пуçламăшĕнче «Чăваш Республикин Элĕк районĕнчи Мăн Вылăри пĕртăван Семеновсен ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул» ят пама йышăнчĕç. 20 çул ытла пĕртăван Семеновсен ячĕпе Мăн Вылри вăтам шкулта хăвăрт утассипе ăмăрту ирттеретпĕр. Унта Элĕк тăрăхĕнчи шкул ачисемпе пĕрлех ытти районсенче вĕренекенсем те хастар хутшăнаççĕ.

Николай ИВАНОВ, шкул директорĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика