Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăм ертÿçĕсене чысланă

11 марта 2016 г.

Çулсеренех республикăра «Хĕрарăм-Лидер. XXI ĕмĕр» конкурс ирттереççĕ. Ăна хĕрарăм лидер пĕлтерĕшне ÿстерес тата вăл тĕрлĕ сферăри ĕç-хĕле мĕнле тÿпе хывнине палăртас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Мартăн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекин конференц-залĕнче регионти 14-мĕш конкурса пĕтĕмлетрĕç.

Кăçал çак мероприятие Чăваш Республикинчи хуласемпе районсенчи 25 хĕрарăм хутшăннă. Элĕк Енрен «Хĕрарăм-Лидер. XXI ĕмĕр» конкурсра Йăлкăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ Любовь Борисовна Артемьева палăрнă. Вăл «Раççейри çамрăк директор» номинацире лауреат пулса тăнă.

Конкурса хутшăннă хĕрарăмсене «Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕ» республикăри обществăлла организаци Председателĕ Ольга Зайцева саламланă. Çавăн пекех унта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева, Чăваш Республикин хĕрарăмсен канашĕн Ыркăмăллăх фончĕн попечительство канашĕн председателĕ Лариса Игнатьева, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова тата Чăваш Енри ашшĕсен Канашĕн Председателĕ Владимир Викторов хутшăннă.

«Сире ырă кăмăлăршăн, юратăвăршăн тата хăвăр ертсе пыракан коллектива ырă ĕçсем тума хавхалантарнăшăн тав, - палăртса каланă Чăваш Ен Правительствин вице-премьерĕ Алла Салаева хăйĕн салам сăмахĕнче. - Паян кунта пухăннă кашни хĕрарăмра мĕн те пулсан пĕр-пĕринчен уйăрса тăраканни пур. Эсир пирĕн республикăри социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртме пулăшатăр, çавна кура ачасен, республикăра пурăнакансен пурнăçне интереслĕрех те лайăхрах тăватăр».

Эльвира КУЗЬМИНА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, д. Илгышево, ул. Школьная, д. 1
Телефон: (83535) 22-1-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика