Староурмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăха - çул уçă

27 марта 2013 г.

Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики районта çирĕп аталанса пыракан тата нумай отрасльлĕ хуçалăхсенчен пĕри. Çакна пĕлтĕрхи кăтартусем те лайăх çирĕплетсе параççĕ. Пурĕ 3381 пине яхăн чăх, 248 пин кăркка усраççĕ, 203 пин хур çăмартисем, 5854 центнер аш-какай туса илнĕ, çакă унчченхи çулхипе танлаштарсан, чылай нумайрах. Халăха ăратлă кайăк-кĕшĕк çăмартисене 2 млн та 425 пин, çавăн пекех 209 пин чăх-чĕп сутнă. Вĕсене туянма хамăр республикăран кăна мар - Ростов облаçĕнчен пуçласа Çĕпĕр тăрăхĕ таранах, кÿршĕри регионсенчен те килсех тăраççĕ.

Хуçалăхри пуху уçăлас умĕн унăн ĕçне хутшăнакан фабрика ертÿçи Н.Петров, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Г.Петров, райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ, районти АПК специалисчĕсен профсоюз комитечĕн пуçлăхĕ Н.Николаев, тĕп зоотехникĕ О.Васильев, Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Борисов реконструкци тунă, çĕнĕ 24 пин те 200 пуç усрамалăх, чăх витине уçнă çĕре хутшăнчĕç. Çĕнĕ вите 96 метр тăршшĕ, çулталăкне 72 пин ытла чăх-чĕпе пăхса çитĕнтерсе 100 тонна аш-какай продукцийĕ туса илме май парать. Витери виçĕ яруслă тимĕр ещĕксем çинче мартăн 19-20-мĕшĕсенче тухнă 24 пин те 200 яхăн талăкри чĕпсене вырнаçтарнă. Ăшă та хăтлă вите сарă чăмăрккасен çинçе сассисемпе тулнă. Вĕсене Е.Иванова, Т.Матвеева чăх-чĕп пăхакансем, Г.Иванов оператор пысăк тимлĕх уйăраççĕ, кашни чĕп тĕрĕс-тĕкел, сывă çитĕнтĕр тесе тăрăшаççĕ. Витене çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтаççĕ, чĕпсене аталанмашкăн çутă та çителĕклĕ. Палăртса хăвармалла: витене хуçалăх хăйĕн вăйĕпе реконструкци туса хута янă, 2 млн та 500 пине яхăн укçа тăкакланă. Анчах тăкаксăр чăх тукмаккине çиейменнине Киввăрмарсем каламасăрах ăнланаççĕ. Апла пулсан тăкакĕ хыççăн тупăш çăлкуçĕ те инçе пулмĕ.

Çĕнĕ витене уçса пахаланă хыççăн хуçалăх ĕçченĕсем коллективлă килĕшĕве сÿтсе явма пикенчĕç.

Пухăва хуçалăхри профсоюз организацийĕн председателĕ Г.Петров уçрĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл иртнĕ çулхи коллективлă килĕшÿ условийĕсене епле пурнăçлани çинчен отчет туса пачĕ.

- Хальхи вăхăтра фабрикăра 136 çын вăй хурать. Коллективлă килĕшÿ предприятири кашни çыннах пырса тивет. Пурте туслăн, пĕр тĕллевпе тăрăшса ĕçлесен кăна хуçалăх çитĕнÿсен çÿлĕпе çирĕппĕн утма пултарать. Вĕсем вара куç кĕретех. Çулсерен рабочисен пурнăç тата ĕç условийĕсем лайăхланса пыраççĕ. Апла пулсан экономика кăтартăвĕсене лайăхлатса пымалла, оборудование çĕнетмелле, çĕнĕ витесем çĕклемелле, ĕç тухăçлăхне ÿстермелле. Пĕлтĕр кăна çĕр çинче ĕçлеме çĕнĕ техникăпа агрегатсем туянтăмăр, кăркка витине, 30 пин пуç валли апат хатĕрлекен цеха хута ятăмăр.

Коллективлă килĕшĕве туллин пурнăçласа пытăмăр. Ĕççи вăхăтĕнче механизаторсене апат çитересси, ĕçре кирлĕ тумтир илсе парасси, сывлăха сиенлĕ производствăра ĕçленĕшĕн хушма апат-çимĕç парасси, рабочисене утă-улăмпа, тырăпа тивĕçтересси, материаллă пулăшу парасси çине пысăк тимлĕх уйăртăмăр. Предприятире «Ĕç сыхлавĕн» тата «Санитари» кунĕсем тăтăшах ирттерсе пыратпăр. Çак ĕçсене эпир фабрика дирекцийĕпе таччăн ĕçлесе пынипе пурнăçлатпăр», - тесе палăртрĕ Геннадий Михайлович. Унтан фабрика директорĕ Н.Петров сăмах илчĕ.

- Иртнĕ çула начар мар кăтартусемпе вĕçлерĕмĕр, - терĕ хăйĕн сăмахне пуçласа Николай Петрович. Пур йышши кайăк-кĕшĕк йышĕ тата вĕсен продукцийĕ ÿснĕ, патшалăха чылай нумайрах сутнă. Пĕтĕмĕшле ял хуçалăх продукцийĕсене 65910 пин (2011 çулта 51923 пин тенкĕ пулнă) тенкĕлĕх туса илнĕ. Тупăшĕ - 4 млн та 529 пин тенкĕ. Фабрикăра вăй хуракансен ĕç укçи те ÿснĕ, вăл вăтамран 9522 пин тенкĕпе танлашнă. Паллах, йывăрлăхсем те çук мар. Çапах та иртнине тишкерсе малалла пăхатпăр. Кĕрхисене 1000 гектар çинче акса хăварнă, вĕсенчен 150-шĕ - ыраш, 850-шĕ - тулă. Халĕ çур аки ыйтăвĕсемпе ĕçлетпĕр. Çуркунне акма тулăн «Дарье», урпан «Владимир» элитлă, тулăн «Красноуфимская», урпан «Эльф», «Раушан» 1-мĕш репродукциллĕ сорчĕсене кÿрсе килнĕ. Минераллă удобрени хатĕрлесе çитеретпĕр. Топливо пур. Çурхисене 1300 гектар акма планланă. Кăçалхи çул пирĕн кайăк-кĕшĕкрен продукцие ытларах туса илсе пĕлтĕрхинчен чылай нумайрах сутмалла. Тĕш-тырă культурисен тухăçне ÿстермелле. Çапла тусан çеç хуçалăх экономики çирĕпленĕ, ĕç тухăçлăхĕ ÿсĕ тата унпа пĕрлех ĕçлекенĕн шалăвĕ те.

Хуçалăхăн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсене сÿтсе явнă çĕре райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ Н.Николаев, тĕп зоотехникĕ О.Васильев, фабрикăн тĕп агрономĕ В.Нарзаев, тĕп экономисчĕ Е.Тимофеева, тĕп инженерĕ Ю.Никоноров хутшăнчĕç.

Пухăва хутшăннисем пĕр шухăшлă пулса коллективлă килĕшĕвĕ тĕрлĕ улшăнусемпе хушусем кĕртсе йышăнса хăварчĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429409, Урмарский район, д. Старые Урмары, улица Школьная, дом 17
Телефон: 8(83544) 33-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика