Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсем, çулсем…

01 марта 2016 г.

Паян районта пурăнакансемшĕн, Тăвайра çуралса ỹссе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлесе вăй хуракансемшĕн паллă кун. 81 çул каялла, пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Тăвай районĕ йĕркеленнĕ.

Унтанпа нумай шыв-шур юхрĕ, пурнăç çулсерен ылмашăнса пычĕ.

Иртнĕ кĕçнерникун Тăвай районĕн 2015 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ тата 2016 çула палăртнă тĕллевсемпе ĕçсем çинчен район активне пухса калаçрăмăр. Маларах кашни яла çитсе кунти ĕçсемпе кăсăклантăмăр, нумай ыйту çине хурав пама тăрăшрăмăр, усăллă тĕл пулусем йĕркелерĕмĕр.

Чăн та, районта лайăх пулăм нумаййи хавхалантарать. Иртнĕ çул ача çурални ỹсни, вилекенсен шучĕ чакни аван, преступноçа чакарма май килчĕ. Районăн 2016 çулхи бюджетне дефицитсăр йышăнтăмăр, çав вăхăтрах район тата ял тăрăхĕсен бюджечĕсене пысăклатмалли майсем шырамалла.

Çулсерен инвестицин çĕнĕ проекчĕсене ĕçе кĕртмелле. Строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра та çĕнĕлĕхсем пур.

Вĕрентỹ, культура, физкультурăпа спорт, халăх сывлăхне сыхлас ĕçсем малалла аталанса пыраççĕ. Ялхуçалăхĕ, агропромышленноç комплексĕ район экономикинче тĕп вырăн йышăнаççĕ.

Тăвайри халăх музейне уçнăранпа 30 çул çитрĕ. Музей пỹлĕмĕсене çитсе курсан эсир район çинчен тата анлăрах пĕлме пултаратăр. 1986 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче районăн сумлă çыннисем музея уçма хутшăннă. Вĕсен хушшинче педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Раççей тава тивĕçлĕ учителĕ Ольга Пятницкая, "Чăваш АССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ агрономĕ" Владимир Петухов пулнă. Вĕсем Асăну кĕнекине хăйсен шухăш-кăмăлне çырса хăварнă.

Район кунĕ ячĕпе саламласа пурне те ырлăх-пурлăх, çирĕп сывлăх та телей, ăнăçусем сунатпăр.

Район пуçлăхĕ А.ШАКИН.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.ВАНЕРКЕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика