Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн капиталĕ: çĕнĕлĕхсем

12 февраля 2016 г.

Амăшĕн (çемье) капиталĕн программине 2 çула тăснă. Халĕ ăна илмешкĕн иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачана 2018 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен çуратмалла (усрава илмелле). Сертификата памалли тата унăн укçипе усă курмалли вăхăта малтанхи пекех чикĕлемен. Кăçал унăн виçи 453026 тенкĕпе танлашать.

Пирĕн районта амăшĕн капиталĕн сертификатне ачаллă 1044 çемье тивĕçнĕ. Вĕсенчен 541-шĕ унăн укçипе кил-çурт условийĕсене лайăхлатнă, 85 çемье аслă ачасене институт-университетра вĕрентнĕшĕн тата ача садне çÿренĕшĕн тÿленĕ. Амăшĕн капиталĕн сертификачĕ пур çемьесем 2016 çулхи мартăн 31-мĕшĕччен 20 пин тенкĕпе танлашакан пĕр хут паракан тÿлеве илме Раççей пенси фончĕн Элĕкри уйрăмне е Нумай функциллĕ центра заявлени çырма пултараççĕ. Заявленисене 2015 çулхи май уйăхĕнчен йышăнаççĕ. Пирĕн районта амăшĕн капиталĕн шучĕпе 294 çемье усă курнă.

2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен амăшĕн (çемье) капиталĕн укçине сусăр ачасене социаллă пулăшу памашкăн тата вĕсене обществăна интеграцилеме кирлĕ тавар туянма тата пулăшу илме яма юрать. Асăннă таварсемпе пулăшусене медицинăпа социаллă экспертиза органĕ туса хатĕрленĕ харпăр хăйĕн реабилитаци программипе килĕшÿллĕн илмелле. Вĕсене туяннине тавар чекĕсемпе е сутăн илнине çирĕплетекен ытти документсемпе çирĕплетмелле. Тавар чăннипех пуррине РФ субъекчĕн ĕç тăвакан органĕн социаллă ыйтусене тивĕçтеркен тытăмĕнчи уполномоченнăйĕ хатĕрленĕ тĕрĕслев акчĕпе ĕнентермелле. Сусăр ачана пулăшу панă чухне те саккун йĕркипе килĕшÿ тумалла. Амăшĕн капиталĕн укçипе тивĕçмелли таварсемпе пулăшусене РФ Правительстви çирĕплетнĕ хыççăн Пенси фончĕ патшалăх сертификачĕсен хуçисенчен заявленисем йышăнма пуçлать.

Раççей Пенси фончĕн Элĕкри уйрăмĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика