Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтакра сывлăхлă яшсем кирлĕ

26 февраля 2016 г.

Чăн-чăн арçыннăн яланах вăйлă пулмалла. Çакна районти шкулсенче вĕренекен арçын ачасем аванах ăнланаççĕ. Иртнĕ эрнере Ураскилт, Мăн Вылă, Шĕмшеш, Элĕк, Карачура шкулĕсенчи каччăсем Ураскилт шкулĕн спортзалне СОБР, УБОП тата вырăнти çарсен ветеранĕсен парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ ăмăртăва хутшăнчĕç. Çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисем турник çинче туртăнассипе, инçĕшне сикессипе тата кĕлеткене çавăрса тÿп-тÿрĕ тăрассипе хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç.

Асăннă спорт ăмăртăвне Ураскилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Олег Данилов пуçарнипе йĕркеленĕ. Юрий Чамжаев уйрăм предприниматель спонсорла пулăшу панă. Олег Данилов вăл хăй те çар çынни. Кĕçĕн Тукташ ялĕнче кун çути курнăскер Ураскилт шкулĕнчен вĕренсе тухсан 1986-1988 çулсенче çарта тăнă. Хыççăн Ураскилт шкулĕнче «Патриот» çарпа патриот клубне ертсе пынă. Алăпа кĕрешессипе тата бокс енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ. 1991 çулта Шупашкар хулинче ятарлă подразделение (СОБР) ĕçлеме кĕнĕ. Службăра тăнă чухне Чечен Рес- публикинче темиçе хутчен те командировкăра пулнă, медальсене тивĕçнĕ. Аманнине пула 2013 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă. Олег Иванович çамрăксене патриотизм туйăмне вăйлатасси, вĕсене спортпа туслаштарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртма кăмăллă. Вăл тăрăшнипе Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ тĕлне Шупашкартан килнĕ «Служу Отечеству» ансамбль хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ, ачасене çар пурнăçĕпе паллаштарчĕ. «Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне халалланă район шайĕнчи спорт ăмăртăвĕ пирĕн шкулта иртни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпир çакна тĕпе хурса ĕçлетпĕр те. Çитĕнсе пыракан ăрăва патриотизмла воспитани парасси ача садĕнчен, шкултан пуçланать. Çак ĕç тивĕçлĕ шайра пулса пырать. Чи кирли вара - ачасенче патриотизмпа гражданлăх туйăмне вăратмалла, вĕсене Тăван çĕршыва юратма вĕрентмелле», - терĕ Владислав Миронов шкул директорĕ.

Ăмăрту çивĕч те интереслĕ иртрĕ. Спортăн виçĕ тĕсĕнче 828 очко пухса «кил хуçисем» - Ураскилт шкулĕнче вĕренекен каччăсем пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕç, куçса çÿрекен кубока тивĕçрĕç. Иккĕмĕш вырăна Элĕк шкулĕн команди тухрĕ. Шĕмшеш шкулĕн хастарĕсем виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Уйрăммăн илес пулсан, Шĕмшеш шкулĕнчи Геннадий Николаев чи нумай очко пухса çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Ураскилт шкулĕн-чи Николай Арланов иккĕмĕш пулсан, Элĕк шкулĕнче пĕлÿ илекен Кирилл Ильин виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Ураскилт шкулĕнче вĕренекенсем вăрçă ветеранĕсемпе, тыл ĕçченĕсемпе тата çар çыннисемпе тăтăшах тĕл пулаççĕ. Çакăн йышши мероприятисем çитĕнсе пыракан ăрăва аслисене сума сума, вĕсен паттăрлăхне асра тытма, патриотизм туйăмне вăйлатма, Тăван çĕршыва юратма тата хисеплеме пулăшаççĕ. Салтака кайма вара сывлăхлă яшсем кирлĕ.

Вера НИКИФОРОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429242, Аликовский район, с. Большая Выла, ул. Калинина, д. 1
Телефон: 8(83535) 51-2-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика