Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç

23 марта 2013 г.

 

 

 

 

 

 

 

Чи малтанах республикăн тĕп хулинчен Шупашкартан килнĕ информаторсем район администрацийĕн ĕç коллективĕпе тĕл пулчĕç, асăннă мероприятин тĕп темисене уçса пачĕç. Кайран ушкăнсене пайланса хулари вĕрентÿ тата тĕрлĕ учрежденисенчи ĕç коллективĕсемпе, ял тăрăхĕсенчи ялхуçалăх предприятийĕсен ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – хула тăвас ĕçпе обществăлла инфраструктурăна аталантарас пай ертÿçи Н. Краснов ертсе пыракан ушкăна çаксем кĕнĕ, хула хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Л. Пьяночкина, Раççей пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Е. Карпова. Чи малтанах асăннă ушкăн çул-йĕр строительствин управленине çитрĕ. Халăх хуçалăхĕн çак отраслĕнче тăрăшакан çынсене пенси системинчи малашлăх аталанăвĕн виçĕ тĕп шайĕсене уçса, ăнлантарса пачĕ. Кунта ĕçлекенсене кăсăклантаракан тĕрлĕ ыйтусем çине те çак тĕлпулура тулли хуравсем пачĕç информушкăн членĕсем.

Çавăн пекех Николай Димитриевич çурхи уй-хир ĕçĕсен тапхăрне хатĕрленес лару-тăру ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсенче еплерех пынипе те паллаштарчĕ. Ку ыйту «НамЭКО» ОООра тăрăшакансене (информушкăн Шуршăл ял хутлăхне те çитсе курчĕ) тÿрремĕнех пырса тивни куçкĕрет пулчĕ. Урăхла пулма та пултараймасть. Ара, юлашки çулсенче хуçалăхра ырă улшăнусем пулса иртни кунта ĕçлекенсене те, вырăнти халăха та, район ертÿçисене те савăнтарать. Сĕт суса илессипе те ку хуçалăх ыттисене тĕслĕх кăтартать, республикăра пĕрремĕш вырăнта пырать. Тырпул тухăçлăхĕпе, техникăпа пуянланнă вăл, машинăпа трактор паркĕ те савăнма сăлтав туса парать.

Коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă ыйтусем те çивĕччисен шутĕнче пулчĕç, вĕсене те информаторсем аякка хăвармарĕç.

Шуршăлти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул коллективĕпе те тĕл пулчĕç информушкăн членĕсем. Кун йĕркинче палăртнă ыйтусем тавра уçăмлăн калаçнă хыççăн кунта савăнмалли самант та пулчĕ. Район администрациийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Н. Краснов асăннă педколлектива чылай çул хушши ăнăçлă ертсе пынă пултаруллă педагога Лидия Ивановна Михайловăна ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине парса чысларĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн советникĕ, Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин «Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕ» бюджетпа наука учрежденийĕн ÿнер ĕçĕн пайĕн ертÿçи М. Кондратьев та килсе çитрĕ информкуна. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ К.Федорова, район администрацийĕн культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Л. Шалахманова, «Сервисные технологии» ООО директорĕ Г.Якимов тата Пенси фончĕн районти управленийĕн пенси парассине йĕркелесе пыракан тĕп специалист-эксперт Н. Бажиновăпа пĕрле культура ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ. Районти ача-пăча искусство шкулĕпе краеведени музейĕн, районти Культура центрĕпе тĕп больницăн ĕçченĕсемпе куçа-куçăн курса калаçрĕç асăннă ушкăн членĕсем. Пенси системине аталантармалли ятарлă стратегин çĕнĕлĕхĕсемпе паллашни районăн тĕп библиотекин вулав залĕнче пухăннисемшĕн те, медицина ĕçченĕсемшĕн те шухăшлаттаракан тĕп ыйту пулчĕ. Çавна май информаторсем çак улшăнусем çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе ăнлантарса пачĕç, залра ларакансене кăсăклантаракан ыйтусем çине туллин хуравларĕç.

Ялхуçалăхпа çыхăннă темăна çĕкленĕ май çĕр пайĕсене регистрацилесси, пушă выртаканнисене «ĕçлеттерсе» ярасси, малалла та çак отрасле аталантарма майсем шырасси çине те чылай тимлĕх уйăрчĕç. Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсем çинчен калакан темăна çĕклесен, «Сервисные технологии» ООО директорĕ Г. Якимов патне нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан çынсенчен ыйтусем чылай пулчĕç. Вĕсем çине те тивĕçÿллĕ хуравсем пулчĕç. Информкунра çийĕнчех татса пама май килмен ыйтусене уйрăм списока çырса çывăх вăхăтра пăхса тухма шантарчĕç.

Юлашкинчен информаторсем В. Шипуновăн геральдика музей-мастерскойне çитсе унти экспонатсемпе кăмăлтан паллашрĕç.

Г. ТРИФОНОВА.

 

 

 

 


АУ Чувашской Республики «Редакция Мариинско-Посадской районной газеты «Пирен самах»

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429584, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Шоршелы, ул. 30 лет Победы, 18
Телефон: 8(83542) 35237
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика