Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи лайăххисене палăртнă

01 марта 2016 г.

Çулсеренех муниципалитет тытăмĕнче, ĕçĕнче çитĕнÿсем тунă, вырăнти хăй тытăмлăх тата муниципалитет хуçалăхĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнă ĕçченсене тупса палăртас тĕлĕшпе районта «Чăваш Республикинчи Элĕк районĕнчи чи лайăх муниципалитет тытăмĕ» конкурс иртет. Унпа килĕшÿллĕн «Муниципалитет тытăмĕн чи лайăх пуçлăхĕ», «Чи лайăх ял тăрăхĕ», «Ялти чи лайăх староста» номинацисенче çĕнтерÿçĕсене палăртаççĕ. Иртнĕ кунсенче асăннă конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Конкурс комиссийĕ çĕнтерÿçĕсене палăртнă.

Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Николаевич Васильев «Районти чи лайăх ял тăрăхĕн пуçлăхĕ» номинацире çĕнтернĕ. «Чи лайăх ял тăрăхĕ» ята Ехремкассинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕ тивĕçнĕ. Ялти чи лайăх староста вара Тени тăрăхĕнчи Кармал ялĕнчи Николай Петрович Ильин пулса тăнă.

Çĕнтерÿçĕсем «Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципалитет тытăмĕ» республика конкурсне хутшăнса район чысне хÿтĕлĕç.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика