Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иккĕмĕш йĕкĕреш çуралнă

26 февраля 2016 г.

2016 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче йĕкĕреш ачасем çуралнине регистрациленĕ. Февралĕн 16-мĕшĕнче кун çути курнăскерсене Александр тата Анна ятсем панă. Кусем - кăçалхи иккĕмĕш йĕкĕрешсем. Пĕрремĕшне январĕн 26-мĕшĕнче регистрациленĕччĕ. Ун чухнехисем арçын ачапа хĕрача - Арсений тата Анастасия.

Йĕкĕрешсем Элĕк салинче пурăнакан Рудольфпа Вероника Яжиковсен çуралнă. Тĕпренчĕксем пĕрин хыççăн тепри 1 минутранах çут тĕнчене килнĕ, çемьере пĕрремĕш тата иккĕмĕш ачасем пулса тăнă.

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн сотрудникĕсем çамрăк ашшĕ-амăшне саламланă. Вĕсене ывăл тата хĕр çурални çинчен свидетельство панă.

Çамрăк çемьене çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр, пĕчĕккисене - вăрăм тата телейлĕ кун-çул.

Мария НИКОЛАЕВА, ЗАГС пайĕн начальникĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика