Пикшикский территориальный отдел управления по благоустройству и развитию территорий администрации Красноармейского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Информаци кунĕнчен

19 февраля 2016 г.

Информаци кунĕнчен

1. Алманчсем ăшшăн йышăнчĕç

Иртнĕ юнкун Трак енре те, ытти çĕрти евĕрех, черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унăн темисене эпир райхаçатăн иртнĕ номерĕнче пĕлтернĕччĕ. Информаци кунне хутшăнма Трак ене республикăн тĕп хулинчен ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С. Кудряшов ертсе пыракан ушкăн килнĕ. Çак йышра ЧР хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсен тата техникăн ытти енĕсен техника шайне тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕн начальникĕн çумĕ Е. Еландаев тата профсоюзсен организацийĕн “Чăвашрессовпроф” пĕрлешĕвĕн председателĕн çумĕ — социаллă ĕç хутшăнăвĕсен пайĕн заведующийĕ В. Ильин пулчĕç. Ир çинче, 9 сехет хыççăн, С. Кудряшовпа район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Молотков район администрацийĕн çурчĕн пĕчĕк залĕнче информаци кунне хутшăнакан ушкăнсен ертỹçисемпе канашлу йĕркелерĕç. Унтан пурте вырăнсене тухса кайрĕç. С. Кудряшовпа С. Молотков Карай тăрăхĕнче пулчĕç. Район администрацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертỹçи В. Васильев ертсе пыракан ушкăн (унта Красноармейски районĕнчи патшалăх пушар сăнавĕн начальникĕ, шалти служба майорĕ Б. Федотов тата çак йĕркесен авторĕ кĕчĕç) Алманч тăрăхĕнче пулчĕ. Вырăна çитсен эпир информаци кунĕн темипе тухса калаçма Алманчри вăтам шкула çул тытрăмăр. Пире шкул директорĕ, район пуçлăхĕ О. Димитриев питех те ăшшăн кĕтсе илчĕ. В. Васильев информаци кунĕн темисене — “Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Республика Патшалăх Канашне янă Çыру. 2016 çулта пенси законодательствинче пулакан улшăнусем” — питех те тĕплĕн çутатрĕ, вырăнти тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. “Михаил Васильевич асăннă Çырура кăçал тата малашлăхра тăракан задачăсене уçăмлăн палăртрĕ, — терĕ Владислав Леонтьевич, — Çав тĕллевсене пурнăçа кĕртес тесен, вырăнсенче тата та хастартарах пулмалла. Трак ен — ĕçлеме, хăй çине илнĕ тĕллевсене пурнăçлама пултаракан тăрăх. Акă, 90-мĕш çулсенче эпир çине тăнипе тата хастартарах тимленипе кашни ялти киле тенĕ пекех “сенкер çулăм” кĕртме пултартăмăр. Халĕ газ пăрăхĕсен тăршшĕ районĕпе 425 çухрăма тăсăлать, 6300 абонент “сенкер çулăм” илсе тăрать. Пирĕн клиентсем çулталăкне 12 млн кубла метр газ çунтараççĕ, çавăншăн 60 млн тенкĕ укçана вăхăтра тỹлеççĕ. Пирĕн тĕллев — çитес вăхăтра ялсенче шыв проблемине татса парасси, унăн чăн-чăн хуçине тупса палăртасси. Хваттерсене ăшă панăшăн вăхăтра тỹлесе татас, çỹп-çап ыйтăвне татса парас тĕлĕшпе те ĕçлемеллисем чылай-ха”. В. Васильев хăйĕн сăмахĕнче çул-йĕр ыйтăвне те çĕклерĕ. Паян эпир республика шайĕнчи 50 км, муниципаллă — 155, ялсенчи 200 ытла км çула пăхса тăратпăр. Пĕлтĕр 2 км ытла — 45 млн тенкĕлĕх — Кушкă, Чатукасси, Красноармейски ялĕнчи К. Маркс, Ыхракасси, Çĕньял Карай ялĕсенчи урамсенче — çул тунă. Пĕлтĕр авариллĕ çуртсенчи 9 çемье ăшă “йăва” тупнă, 8 тăлăх ачана уйрăм хваттерпе тивĕçтернĕ. Кăçал укçа-тенкĕ хĕсĕккине пăхмасăр тата икĕ тăлăхăн хваттерлĕ пулас шанчăк пур. Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Долгов ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăва итлеме хăй хутшăнни пирки каларĕ, ял тăрăхĕ умĕнчи тĕллевсем пирки чарăнса тăчĕ. Б. Федотов яланхиллех республикăра тухнă пушарсем, вĕсен тĕп сăлтавĕсем пирки каласа кăтартрĕ. Тĕлпулура мана та сăмах пачĕç. Эпĕ кăçалхи пĕрремĕш çур çулта райхаçатпа çыхăну тытма пулнă Алманч тăрăхĕнче хисеплĕ вулакансене тав турăм, “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕн çитес тапхăрти тĕллевĕсемпе паллаштартăм.

Ю. Борисов

 

2. Тĕлпулусем Янмурçинта тата Упире иртрĕç

Информаци кунĕнче эпĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕпе-вĕрентỹ пайĕн начальникĕпе С. Григорьевапа пĕрле Упи ял тăрăхĕнче пултăм. Вырăна çитсен, пирĕн йыша ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Димитриева хушăнчĕ. Малтанхи тĕлпулу Янмурçинта иртрĕ. Кунти ФАП-ăн çĕнĕ çуртне 30 çын пуçтарăннă. Вĕсенчен нумайăшĕ Светлана Анатольевнана аван пĕлет: ара, вăл Упири хупă йышши шкулта пĕтĕмпе 17 çул ĕçленĕ-çке. Калаçу та, çавăнпах пуль, хăвăртах сыпăнчĕ. С. Григорьева, информаци кунĕн темипе тухса каланă май, демографи, вĕрентỹ ыйтăвĕсем пирки ытларах чарăнса тăчĕ. Пĕлтĕр, авă, вилекенсен йышĕ çуралаканнисенчен чылай нумайрах пулнă. Çемье чăмăртакансен хисепĕ ỹсет пулин те, уйрăлакансем те самаях-ха. Районти 11 шкулта 1447 ача вĕренет. Çак йышпа Упи шкулĕ Трак тата Красноармейски вăтам шкулĕсем хыççăн виççĕмĕш вырăнта пырать: унта 116 ача пĕлỹ илет. “Шкулсене çамрăк учительсене кĕтетпĕр. Виçĕмçул вĕсем — 18-ăн, пĕлтĕр 8-ăн пулнă”, — терĕ Светлана Анатольевна. Вăл пухăннисене пенси тытăмĕнчи улшăнусемпе те паллаштарчĕ, пушартан сыхланас ыйту çинче те чарăнчĕ. 2014 çулта ку тăрăхра пĕр пушар та пулман пулсан, иртнĕ çул “хĕрлĕ автан” пурĕ 4 хутчен алхаснă, 175 пин тенкĕлĕх тăкак кỹнĕ. Пушар автомашинисем ял тăрăхĕн территорийĕнче — иккĕ. Тĕлпулура ыйту çĕклекенсем те сахалăн мар пулчĕç. Акă, ялхуçалăх отраслĕн ветеранĕ А. Иванова Упири вăтам шкула упраса хăварас, ача сачĕсене иртерех ĕçлеттерме тытăнас, сывлăх хуралĕнче чылай çул вăй хунă Ю. Леонидова Ленин урамĕнче çул тăвас ыйтусене хускатрĕç. “Ку çулăн проектне кăçал хатĕрлеме пуçăнатпăр. Кивĕ ФАП çуртĕнче ял çыннисене пухăнма староста çуртне хута ярасшăн”, — пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Димитриева. Кунпа пĕрлех Янмурçинсем шыв башнине йĕркене кĕртес, çĕрпе тухăçлă усă курас, çỹп-çапа унта-кунта кăларса пăрахакансемпе кĕрешес, ял урамĕнче “выртакан полицейски” хурас, çулсене пăхса тăрассине лайăхлатас, Мăн Çавал юханшывĕ урлă кĕпер тăвас ыйтусене те çĕклерĕç. Иккĕмĕш тĕлпулу Упири кану центрĕнче пулчĕ. Кунта 27-ĕн пуçтарăнчĕç. С. Григорьева тухса калаçнă хыççăн çак ялсен ыйтусемех тупăнмарĕç. Упи шкул директорĕ Ю. Федоров çеç "Почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче ĕç укçине илме банкомат вырнаçтарма май тупăнмĕ-ши?” — тесе интересленчĕ. Надежда Ивановна каланă тăрăх, пур ялта та çак кунсенче граждансен пухăвĕсем иртнĕ. Вĕсенче урамсенче хытă сийлĕ çулсем тăвассипе, масар тавра карта тытассипе, каçхи вăхăтра урамсене çутатса тăрассипе тата ытти енпе çыхăннă ыйтусем хускалнă. Кусене ял тăрăхĕнчи граждансен нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче пулакан конференцийĕнче те тепĕр хут пăхса тухĕç.

В. Данилов

 

3. Ял пурнăçне лайăхлатасшăн

Информаци кунне ирттерме Именкасси шкулне республикăри профсоюз организацийĕсен “Чувашрессовпроф” пĕрлешĕвĕн председателĕн çумĕ, социаллă ĕç хутшăнăвĕсен пайĕн заведующийĕ В. Ильин, район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ Е. Павлова, райпо канашĕн председателĕ Р. Николаева, Еншик Чуллă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Тихонова тата эпĕ çитрĕмĕр. Виталий Петрович Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырупа тата 2016 çулта пенси законодательствинче пулакан улшăнусемпе, Елена Леонтьевна пушар хăрушсăрлăхне йĕркелес ыйтупа, Роза Александровна райпо тата хĕрарăмсен районти канашĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Эпĕ вара районти “Ял пурнăçĕ” хаçата почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсем урлă февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 31-мĕшĕччен малтанхи хакпа çырăнма май пурри тата ăна райпо лавккисенче те çырăнтарнине пĕлтертĕм. Информаци кунĕнчи тĕлпулăва кунта 30 çын ытла хутшăнчĕ. Вĕсем ял пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă ыйтусем те пачĕç, ушкăн членĕсенчен хуравсем илчĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика