ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял тăрăхĕсене çитсе коллективсемпе тĕл пулнă

19 февраля 2016 г.

 Февралĕн 17-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Тĕп хуларан килсе çитнĕ ушкăн: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Ольга Казарина, "Слава картофелю" агрофирма директорсен совечĕн председателĕ Александр Капитонов, "Хыпар" хаçат тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов Кайнлăк, Александровка, Комсомольски, Чĕчкен ял тăрăхĕсене çитсе ял çыннисемпе, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç. Информаци кунĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвне, 2016 çултан пенси тытăмне улшăнусем кĕртнине сỹтсе яврĕç. Çавăн пекех районта кăçал вут-çулăм ытларах алхаснине шута илсе, асăннă тема çивĕч ыйтусенчен пĕри пулчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Ирина Белобаева Кайнлăк ял тăрăхĕнче пулчĕç. Кайнлăк, Йăлмахва ял çыннисемпе, Хирти Мăнтăр культура çурчĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç, вырăнти ваттисен çуртĕнче пурăнакансемпе курса калаçрĕç, Хирти Мăнтăрти "Родничок" ача сачĕн коллективне, ачасене, ашшĕ-амăшĕсене ача сачĕ 25 çул тултарнă ятпа саламларĕç.

Информаци кунĕнче сỹтсе явмалли темăсем чăннипех те анлă. Ял çыннисем ЧР Пуçлăхĕн Çырăвне тата пурнăçа кĕртме палăртнă ĕçсене кашниех ырласа йышăннă. Çуралакан пĕр ача пуçне тивекен бюджет тăкакĕсем 2010 çултан пуçласа вăтамран 2,6 хут пысăкланни, республикăри амăшĕн капиталĕн программине малалла тăсни, çитес виçĕ çулта районсенче тата 50 фельдшерпа акушер пункчĕ хута ямалли чăннипех те ырă хыпар. Тĕл пулăва хутшăннисем 2016 çултан пенси тытăмне çĕнĕ-лĕхсем кĕртнине те сỹтсе яврĕç. Сăмахран, 2015 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи 385№-лĕ федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн 2016 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлемен пенсионерсен пенсие 4 процент чухлĕ ỹснĕ.

Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Ольга Казарина, район администрацийĕн экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Светлана Ульдина, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Митюков, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн персонифицировани учечĕн уйрăм начальникĕ Ирина Самарина Кĕçĕн Каçала çитрĕç. Чи малтанах пĕтĕ-мĕшле практика врачĕн офисĕнче пулчĕç, кунти ĕç-хĕлпе интересленчĕç, библиотекăра информаци кунĕн темисене сỹтсе яврĕç, ыйтусем çине хуравларĕç. Ольга Николаевна ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Пенси ыйтăвĕсене Ирина Игнатьевна уçăмлатрĕ, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Юрий Николаевич район территорийĕнче пушарсен шучĕ ỹссе пынине тĕпе хурса, пушар хăрушсăрлăхĕн тĕп правилисене пăхăнмаллине асăрхаттарчĕ.

Малалла ĕçлĕ ушкăн Комсомольскинчи çăкăр заводне çитсе унти лару-тăрупа паллашрĕ. Коллективпа тĕл пулса вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене сỹтсе яврĕç, продукци хатĕрленипе паллашрĕç. Районти çăкăр завочĕ аталансах пыни, продукци хатĕрлесси çулсеренех ỹсни уйрăмах савăнтарать.

Чĕчкен ял тăрăхĕнче "Слава картофелю" агрофирма директорсен совечĕн председателĕ Александр Капитонов, район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Ильдус Миннетуллин пулчĕç. Чи малтанах "Труд" ЯХПК ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç. Информаци кунĕн темисене ĕç çыннисемпе пĕрле сỹтсе яврĕç. Асăннă хуçалăхра тăрăшакансем Михаил Игнатьев Çырăвĕнче ял хуçалăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрнине уйрăмах ырласа йышăннă.

- Хамăр туса кăларакан ял хуçалăх продукцийĕн производствине малалла та ỹстерсе пымалла тенине тĕпе хурса ĕçлесшĕн. Ĕç çыннин çулталăкĕнче çăкăр туса илекенсен, аш-какай тата сĕт-çу тирпейлекен ĕçченсен сумĕ, ĕçĕн хисепĕ ỹсессе шанатпăр. Сăмахран, маттур та тăрăшуллă çĕр ĕçченĕсен, дояркăсен ĕç стажне педагогсемпе медицина ĕçченĕсенни пек шута илсе, çăмăллăхсемпе усă курма май туса парсассăн питех те вырăнлă пулĕччĕ. Вĕсен ĕçĕ чăннипех те пархатарлă пулнине никам та иккĕленмест пулĕ тесе шутлатăп, - терĕ 30 çул ытла механизаторта тăрăшакан Минрашит Тимергалиев. Информаци кунĕн членĕсем ыйтăва шута илсе депутатсем патне çитерме шантарчĕç.

Паянхи куна хуçалăхра çуракине тухма хатĕрленеççĕ, тракторсемпе автомашинăсене тата ака-суха агрегачĕсене юсаççĕ, тирпейлеççĕ. Механизаторсем хăйсен ĕçне яланах пахалăхлă пурнăçлаççĕ, çакна ỹсĕмсем çирĕплетеççĕ.

Информушкăн Аслă Чурачăкри ял тăрăхĕн специалисчĕсемпе, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн ĕçченĕсемпе, ял çыннисемпе тĕл пулнă май, ЧР Пуçлăхĕн Çырăвĕнче палăртнă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕç. Çавăн пекех пенси тытăмĕнчи кăçалхи улшăнусене сỹтсе яврĕç, патшалăх пулăшăвĕсен Пĕрлехи порталĕпе усă курса пенсипе çыхăннă ыйтусене пĕлме, харпăр хăй кабинетне кĕме май пуррине, ытти çĕнĕлĕхсене тĕплĕн ăнлантарса пачĕç.

Информаци ушкăнĕсем районти ял тăрăхĕсене çитнĕ май ĕç коллективĕсемпе, ял çыннисемпе тĕл пулчĕç. Халăха мĕн кăсăклантарнипе интересленнĕ, ыйтусем çине хуравланă, сỹтсе явнă. Пĕрлехи информаци кунне вара район администрацийĕн ĕç пỹлĕмĕнче пĕтĕмлетнĕ.

А.ЕФРЕМОВА,

Н.АРХИПОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика