Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анлăн паллă тунă

15 февраля 2016 г.

Анлăн паллă тунă

Енĕш Нăрвашра музей уçнăранпа 25 çул çитнине уявлани пирки кĕскен пĕлтернĕччĕ.

Музее Иван Яковлевич Яковлев тăрăшнипе туса лартнă икĕ класлă шкул çуртĕнче йĕркеленĕ. Паян музей 8 пỹлĕмрен тăрать, унта 5500 ытла экспонат упранать. Музей директорĕ В.Петров ăна уçнă самантпа унăн ĕçĕ-хĕлĕн хăш-пĕр тапхăрĕсем çинче чарăнса тăчĕ.

Ю.П.Арестов, М.Д.Арестова, В.В.Петров, О.В.Ярмулин, Т.И.Петрова тата вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ Иван Яковлев ялти шкула 12-мĕш хут килнине сăнласа паракан сценка лартса пачĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.А.Ванерке пухăннисене музей юбилейĕ тата çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Музей йĕркеленме пуçланнă вăхăтра Владимир Алексеевич Енĕш Нăрваш ял Совечĕн председателĕнче тăрăшнă, ăна аталантарас ĕçе халĕ те хастар хутшăнать.

Тухса калаçакансем чылайăн пулчĕç. 25 çул каялла музей уçма килнĕ Г.М.Алексеев (ун чухне культура министрĕ пулнă) пархатарлă ĕç тăвакансене ăшшăн тав турĕ. "Ахальтен халăх музейĕ ятне тивĕçмен эсир", - терĕ.

Музей йĕркеленĕ вăхăтра А.Н.Тукмаков художник-оформительте ĕçленĕ. Халĕ вăл Шуршăлти "Космонавтика" музейне ертсе пырать. Вăл та малашлăхра ăнăçу суннă май, чăвашлăха упраса хăварма хутшăнакансен ячĕпе тав сăмахĕсем каларĕ, музей экспонатсенчен пуян пулнине палăртрĕ. Çакнах Шупашкарти Чăваш наци музейĕн директорĕн çумĕ В.И.Бардасов та тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.

Ольга Ильинична Меркурьева - музейăн пĕрремĕш заведующийĕ. Ветеранăн сăмахне те тимлĕн итлерĕç пухăннисем. Вăл хăйĕн шăллĕн В.И.Ильин художникăн картинисене парнелерĕ.

Канашри краеведени музейĕн ертỹçи М.Ф.Данилова, шкул директорĕ Г.Ф.Степанова, ялти чиркỹ пачăшки Георгий протоиерей, ГИБДД уйрăмĕн ĕçченĕ А.В.Герасимов, Е.П.Кузнецова культработник, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Л.П.Николаева врач, З.В.Герасимова ĕç ветеранĕ тата ытти тухса калаçакансем музей ĕçне пысăк хак парса парнесемпе чысларĕç.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р.А.Егоров активистсене тав хучĕсем пачĕ.

Музей уявне хутшăннисем хушшинче Çĕрпỹ районĕнчен ятарласа килнĕ спорт юхăмĕн энтузиасчĕ А.С.Степанов, районти культура пайĕн начальникĕ Н.Ю.Чайкина, тивĕçлĕ канури В.Н.Григорьев капитан, И.Н.Никитин, В.В.Баранова, Л.Д.Анисимова, Н.П.Герасимов, Ф.С.Григорьев тата ытти учитель-пенсионерсем, шкулта ĕçлекенсемпе вĕренекенсем те пулчĕç.

"Саймал" ансамбль, "Тĕпел" фольклор ушкăнĕ, "Теремок" ача сачĕн артисчĕсем юрă-ташăпа килентерчĕç.

Юбилей ячĕпе ятарлă значок кăларнă - уява хутшăнакансене асăнмалăх парне тунă. Уйрăм çынсене ял историйĕпе çыхăннă кĕнекесем те парнеленĕ. Савăнăçлă мероприяти кунĕнче Германире çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă воинсене, патриотла воспитани ĕçне активлă хутшăнакансене тĕрлĕ медальсем парса чысларĕç.

В.ПЕТРОВ, музей заведующийĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: уява хутшăннисен пĕр ушкăнĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика