Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч ăслисем çĕнтерчĕç

26 января 2016 г.

«Хĕлхем» спорт шкулĕн шашкăпа шахмат клубĕнче «Шурă ладья» парнисене çĕнсе илессипе çулсеренех хĕрÿ ăмăрту иртет. Кăçал та вăл интереслĕ пулчĕ. Унта 2002 çулта çуралнисем тата кĕçĕнреххисем тупăшрĕç. Турнира пурĕ 12 команда хутшăнма кăмăл турĕ, кашнинче - 3 арçын ачапа 1 хĕрача.

Шăпа ярса судьясем турнира 7 турпа ирттерчĕç. Элĕк шкулĕнчи Роман Никандровпа Карачура шкулĕнчи Алена Саввова пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕш вырăна Чăваш Сурăм шкулĕнчи Дмитрий Михайловпа Мăн Вылă шкулĕнче вĕренекен Валерия Михайлова тухрĕç. Мăн Ямаш шкулĕнче вĕренекен Николай Кулагинпа Чăваш Сурăм шкулĕнчи Екатерина Сергеева виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

Пĕтĕмĕшле команда зачетĕнче 7 балран 5 балл пухса виççĕмĕш вырăна Чăваш Сурăм шкулĕн команди çĕнсе илчĕ, çур очко сахалрах - Мăн Ямаш шкулĕн вĕренекенĕсен. Элĕк шкулĕнче ăс пухакансем - Роман Никандров, Даниил Мулюков, Денис Иванов, Арина Сорокина - çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.

Зиновий ФЕДОРОВ

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429242, Аликовский район, с. Большая Выла, ул. Калинина, д. 1
Телефон: 8(83535) 51-2-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика