Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Карачурасем вăрлăх алаççĕ

19 января 2016 г.

Тури Карачура ялĕ çумĕнче - тырă склачĕ. Яра куна ĕç вĕрет кунта. Ятарласа йĕркеленĕ звено ĕçченĕсем паха вăрлăх хатĕрлессишĕн вăй хураççĕ.

- Кăçалхи пысăк тухăçшăн иртнĕ çулхи вырма вăхăтĕнчех ĕçе тытăнтăмăр. Уй-хиртен килекен ылтăн пек тырра çийĕнчех аласа тасатассине, типĕтессине йĕркелерĕмĕр, - пĕлтерчĕ «Авангард» хуçалăх кладовщикĕ Елена Логинова.

Хуçалăхра вăрлăха çителĕклех   хывса хăварнă, пĕтĕмĕшле илсен - 1650 центнер таранах. Шел, тырпул пухса кĕртнĕ тапхăрта тăрăшсах ĕçленĕ пулин те хăш-пĕр культурăсем ака стандартне ларайман-ха. Çапла вара иртнĕ çулхи кĕр кунĕсенчех ĕçе кÿлĕннĕ карачурасем, вăрлăха алама пуçланă. «Петкус-гигант» сортировкăна техникăна аван ăнланакан, опытлă Валерий Моисеева шанса панă. Хастар машинист яваплăха туйса, тивĕçе ăнланса ĕçлени куç кĕрет. Звено ĕçченĕсене те тиркеймĕн. Зоя Фомина, Полина Егорова, Фаина Куликова, Алевтина Филиппова, Ираида Логинова, Юрий Иванов, Станислав Яковлев тата ыттисем те тырă алама кулленех хутшăннă. Тăрăшсан ăнăçу пулатех. Хуçалăхра 950 центнер вăрлăха иртнĕ çул вĕçĕнчех кондицие лартнă. «Владимир» урпа, «Экада-70» çурхи тулă, элита «Варис» пăрçа халĕ тап-таса, акма юрăхлă.

- Акмалли тырăсене тасатассипе малалла ĕçлетпĕр. Çурхи тулă алатпăр. 74 тонна вăрлăха хатĕрлессипе тăрăшатпăр. Кашниех тăрăшуллă пулнăран ĕç кал-кал пырать, - савăнса калаçрĕ Елена Георгиевна кладовщик.

Елена ТИМОФЕЕВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика