Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Муркашсем театрпа туслă.

22 марта 2013 г.

    Муркаш районěнчи Кашмашри информаципе культура центрěнче «Яланах театр» драма кружокěсен курав-конкурсě иртнě. Кашмашри культура  çурчě çумěнче йěркеленě халăх театрě куракансене Н.Угарин пьесипе лартнă  «Юнланнă пěркенчěк» драмăпа паллаштарнă.

    Спектаклěн режиссерě – Чăваш патшалăх академии драма театрěн артисчě Г.Федоров.

    Оринин театр артисчěсем вара Н.Угарин драматургăн «Тěпсěр сăпкари ача сасси» пьесипе лартнă спектаклěн пěр пайне кăтартнă. Спектакле кăçал Шупашкарти культура институтěнчен вěренсе тухакан И.Щекурина лартнă. Палăртмалла: Оринин халăх театрě кăçал кěркунне 95-мěш юбилейне паллă тăвать. Асăннă театр вырăнти вăтам шкулпа тачă çыхăну тытать. Аслисине кура шкул ачисем те сцена ăсталăхне кěçěн классенчех туптама пуçлаççě.

   Тивěшри культура çумěнчи артистсем Н.Айзманăн «Çỹпçипе хупăлчи» пьесипе лартнă камитпе паллаштарнă. Жюри председателě, Республикăри халăх пултарулăхěн çурчěн  методисчě В.Григорьев районти драма ушкěнěсенчи хай тěллěн вěреннě артистсем çулран çул сăнарсене  лайăхрах калăплама хăнахса пынине палартнă, артистсене ăнăçу суннă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика