Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Элĕксем тăваттăмĕш хут турнир Кубокне çĕнсе илчĕç

15 января 2016 г.

Кÿршĕллĕ Муркаш районĕнчи Тивĕш ялĕнче питех те пултаруллă, сывă пурнăç йăли-йĕркине çирĕп тытса пыракан, 80 çула çывхаракан Лев Ефимович Краснов пурăнать. Çулĕсем сахал мар пулин те çирĕп сывлăхлă, вăр-вар кĕлеткеллĕ, педагогика ĕçĕнче тивĕçлĕ канăва тухнă ватă çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх. Унăн ачалăх çулĕсенченех пыракан чун киленĕвĕ - шахмат вăййи. Сăмах май, вăл Муркаш, Красноармейски районĕсен чемпионĕ, халĕ те вăйлă шахматçăсенчен пĕри. Час-часах районти ăмăртусене хутшăнать, лайăх кăтартусемпе палăрать. Вăл раштав уйăхĕнче çиччĕмĕшĕнче виçĕ районти шахмат вăййисене юратакансене хăй укçи-тенкипе Сурхури турнирĕ йĕркелесе пачĕ. Ку турнир кăçал пиллĕкмĕш хут иртрĕ.

Ирхине 10 сехет тĕлне Красноармейски, Муркаш, Элĕк районĕсенчи сакăршар шахмăтçăран тăракан ушкăнсем Тивĕшри ял клубне килсе çитрĕç. Вун икĕ хăма çинче 24 шахматçăн çирĕмшер минутлă сакăр парти вылямалла пулчĕ. Турнир каçхи пилĕк сехетченех тăсăлчĕ. Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ хыççăн Красноармейски районĕн шахматçисем виççĕмĕш, муркашсем - иккĕмĕш, элĕксем пĕрремĕш вырăн çĕнсе илни паллă пулчĕ. Шахматçăсенчен А.Жданов (Муркаш) - сакăр очкоран - 7, Ю.Трофимовпа (Муркаш) С.Соловь- ев (Чăваш Сурăм) - 7,5 очко, Р.Парамонов - 8 очко пухса малти вырăнсене йышăнчĕç, вĕсем медальсемпе Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. Пирĕн район чысне А.Иванов, З.Федоров, А.Сергеев (Элĕк сали), Р.Парамонов (Ехремкасси), И.Матвеев (Тури Вылă), С.Соловьевпа П.Ефимов (Чăваш Сурăм) хÿтĕлерĕç.

Турнира хутшăннăшăн Лев Ефимович шахматçăсене тав сăмахĕ каларĕ, çитес çул та çак вăййа йĕркелеме пулчĕ. Шахматçăсем те турнира лайăх йĕркеленĕшĕн тата кăнтăрлахи апатра вĕри какай шÿрпипе хăналанăшăн чĕререн тав турĕç.

П. ЕФИМОВ,

Чăваш Сурăмĕнчи «Комбинаци» шашкă-шахмат клубĕн ертÿçи.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика