Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2016 çула - Кино тата Ĕç çыннин çулталăкне кĕтĕмĕр

12 января 2016 г.

2016 çулта пирĕн кино курма çеç мар, ун пирки ытларах калаçма та, пĕлме те тÿр килĕ. Кăçал пирĕн çĕршывра Раççейри кино çулталăкне ирттерме йышăннă. Кун çинчен Раççей Президенчĕ Владимир Путин Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Çавна май Владимир Путин йĕркелÿ комитетне туса хума, çавăн пекех çулталăкри тĕп мероприятисен планне йĕркелесе çирĕплетме хушнă. Регионсенчи ĕç тăвакан власть органĕсене те Кино çулталăкĕнче кирлĕ мероприятисем ирттерме сĕннĕ.

Историрен илес пулсан çакă паллă, Чăваш Енре пĕрремĕш илемлĕ фильм 1926 çулта кун çути курнă. Ăна Иоаким Максимов - Кошкинский тата унăн мăшăрĕ Тани Юн (Бурашникова) калăпланă. «Чăвашкино» ÿкернипе темиçе илемлĕ тата документлă фильмсем халăх умне тухнă. Чăваш киноне ÿкересси иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче вăй илнĕ. Вăхăт иртнĕçем Шупашкарта тĕнче шайĕнчи темиçе кинофестиваль те иртме пуçланă. 2015 çулта Чăваш Енĕн тĕп хули Мускав, Питĕр тата ытти хулари ăстасен ĕçĕсене, тĕрлĕ халăх режиссерĕсем ÿкернĕ фильмсене куракан умне кăларчĕ. Маларах унта чăваш фильмĕсем пулман, юлашки çулсенче унта «Нарспи» фильма кĕртнĕ: каярах 4 илемлĕ тата документлă 2 фильм курма май килнĕ. Иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнче республикăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул тата Литература çулталăкне халалласа Ялти кинофестиваль иртрĕ. Район çыннисем Элĕкри культура çуртĕнче «А зори здесь тихие», «Испанец» фильмсем курса киленчĕç. Кăçал вара çулталăк тăршшĕпех «Пирĕн юратнă артистсем» курав, «Кĕнеке страницинчен - пысăк экран çине» кинолектор, «Кино каçĕ» акци тата тĕрлĕ вăйă-конкурс иртĕ. Пирĕн районта «Фильмсенчи чи лайăх юрăсем», «Кионори пирĕн асăмри юрă» тематика каçĕсем, «Эсĕ кăмăллакан кино» видео-викторина, «Çакă тĕлĕнтермĕш кино тĕнчи» тематика сехечĕ ирттерме палăртнă.

Кăçал Раççейре Кино çулталăкĕ пулсан, Чăваш Енре вара - Ĕç çыннин çулталăкĕ. Ун çинчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2015 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Документра палăртнă тăрăх, хальхи экономика условийĕсенче ĕç çыннине патшалăх шайĕнче обществăна хăват паракан вăй пек йышăнмалла. Чăваш Енре ĕçлекен çын яланах хисепре пулнă. Ĕç çыннин çулталăкне халалланă мероприятисем çитĕнсе пыракан ăрăва ĕçе хисеплеме тата юратма вĕрентĕç, республикăн социаллă ыйтăвĕсене татса пама пулăшĕç.

Пирĕн районта Ĕç çыннин çулталăкне халалласа тĕрлĕ мерпоприяти ирттерме палăртнă. Ачасемпе çамрăксене валли «Манăн аттепе аннен профессийĕ», «Ÿссен эпĕ кам пулатăп;» сочиненисемпе сăн ÿкерчĕксен конкурсĕсем пулĕç. Аслисем хушшинче вара профессипе чи лайăххисене суйлĕç, ĕç-хĕл сумне ÿстерес тата упраса хăварас тĕлĕшпе ĕç династийĕсене чыслĕç.

Эпир вара, калем ăстисем, Кино тата Ĕç çыннин çулталăкне халалланă мероприятисем тата районти пултаруллă çынсем çинчен хаçатра çутатсах тăрăпăр. Хамăр та журналист профессине «ылмаштарса» - тухтăр, ĕне сăвакан, вĕрентекен пулса Ĕç çыннин çулталăкĕнче район малашлăхĕшĕн тăрăшăпăр. Эпир те çанă тавăрсах ĕçлĕпĕр.

В.СИВВИ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика